Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туппай Ĕсмĕлсем малта

08 ноября 2008 г.

Авăнпа юпа уйăхĕсенче районта санитарипе экологи енчен тасалăх кÿрессипе, çырма-çатра ишĕрĕлсе пĕтесрен сыхланассипе, йывăç лартассипе, кулатасемпе çăлкуçсене, масарсене тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă мероприятисем пулса иртрĕç.

Çавна май Пĕчченхыр, Çичĕпÿрт, Аксарин, Мĕшĕл, Турханкасси ялĕсенче тата Сĕнтĕрвăрри хулинче çирĕплетмен çÿп-çап куписене тасатнă, çапах та кун пек вырăнсем халĕ те нумай-ха пирĕн тăрăхра. Хăшĕ-пĕрисенчен хăтăлни вара тем пекех паха.

Йывăç лартассипе вара чи малтисен ретĕнче Туппай Ĕсмĕлсем пулчĕç. Михаил Назаров ял халăхне çак ĕçе явăçтарнине палăртмасăр малалла материала çырса кайма пултараймăпăр эпир. Октябрьски шкулĕнче вĕренекенсем те 2000 йывăç таран лартнă. Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче пурăнакансем те йывăç лартма активлă хутшăннă.

Кĕперсене юсасси паянхи ялсенче питех те проблемăллă. Çапах та Чураш тата Вăта Пукаш ялĕсенче çак ĕçсене туса ирт-терме хал çитернĕ.

Кунсăр пуçне çак икĕ уйăхра кулатасемпе çăлкуçсене тасатса тирпей-илем кÿнĕ тата ытти ĕçсене те туса ирттернĕ.

Е. ТИХОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика