Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Милици тата ачасем»

08 ноября 2008 г.

Çак ятпа республикăра йĕркеленĕ акци пирĕн районта активлă пырать. Çавна май юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шĕнерпуçĕнчи шкулта ачасемпе милици участковăйĕ Н. Абрамов майор тĕлпулу ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ – ачасене преступлени тăвасран сыхланмалли профилактика ĕçне пурнăçласси.

Малтанах вăл 1–9 классенче вĕренекенсемпе сывă пурнăç йĕрки, çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, уголовнăй тата административлă майпа айăпласси çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ун хыççăн 5–9 классенче вĕренекенсем хушшинче «тÿрĕ çултан» пăрăнма хăтланакан ачасемпе уйрăммăн калаçрĕ.

Профилактика калаçăвне шкул директорĕ М. Иванова та, класс ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Милици ĕçченĕсем тăтăшах çакăн пек тĕлпулусем йĕркелесен ачасем хушшинче преступлени тăвакансен шучĕ чакасса шанаççĕ шкулти педагогсем.

Н. ПЕТРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика