Пирĕн йăх та хăйĕн историйĕпе 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшне кĕрсе каять. Йăха пуçлакансем Кириллсем пулнă. Ĕлĕкренех чăвашсем хăйсен ывăлĕсене ашшĕ е аслашшĕ ячĕпе хунă. Çапла май Кирилл хăйĕн ывăлне Никита ят панă. Никита вара ывăлне каллех Кирилл ят хунă.
Манăн кукаçи çемйинче сакăр ача çуралса ÿснĕ. Кукаçи чи кĕçĕнни пулнă. Мĕн ачаран вăл хăйĕн ачисене çĕр ĕçĕнче пиçĕхме вĕрентнĕ. Хуçалăхĕ вĕсен çирĕп пулнă. Пыл хурчĕсем те тытнă. Сад пахчи тĕрлĕрен улма-çырла панă, вĕсемпе час-часах суту-илÿ тума çÿренĕ. Атăл шывĕпе тăтăшах пăрахутпа инçе çула кайнă. Пахча тулли помидор ÿснĕ, йăран çинчех хĕрелсе ларнă, сахал мар тупăш панă.
Кукаçипе кукамин пилĕк ача пулнă. Вĕсем те хăйĕн ачисене пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхтернĕ. Çавăнпа пурте ура çине çирĕп тăнă.
Манăн анне кукаçипе куками çемйинче иккĕмĕш ача пулнă. Килти ĕçсем ытларах аслă ачасем çине тиеннĕ, хуçалăхри ĕçсене тирпейлеме те, кĕçĕн ачасене пăхма та, совхозра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ вĕсем. Мĕн ачаранах ĕçĕ хăнăхса ÿсни манăн аннене питĕ пысăк усă панă. Хăйĕн пурнăçĕнчи çитĕнÿсем – пурте хăйĕн вăйĕпе ĕçлесе тунисем. Эпĕ çемьере – чи кĕçĕнни. Хамăр тăватă ачасăр пуçне усрава илнĕ тата виçĕ ача пурăнать. Çавăнпа пирĕн çемье пысăк та туслă. Пур ĕçе те эпир пĕр-пĕрне ăнланса пĕрле тăватпăр. Манăн аннен, шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ пирки, вăхăчĕ сахал, çавах вăл пире пурнăçра мĕн кирлине вĕрентме те, кăтартса ăнлантарса пыма та, ĕçе хăнăхтарма та ĕлкĕрет.
Эпĕ хамăр йăхпа мухтанатăп, мĕншĕн тесен вăл ĕçе юратса çирĕп тымар янă. Ахальтен ваттисем каламан пулĕ, «Çынна ĕç илем кÿрет», – тесе. Чăннипех те питĕ тĕрĕс сăмахсем! Хамăн пулас ăруна та тăван йăх йăли-йĕркипе тĕрĕс ÿстерме тăрăшăп.
С. ИВАНОВА,
9-мĕш класс.
Шĕнерпуçĕнчи тулли мар тĕп шкул.