Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн çухалса пырать-ши тăванлăх туйăмĕ?

08 ноября 2008 г.

Тĕрлĕ ыйтупа килсе çÿреççĕ «Пирĕн сăмах» район хаçачĕн редакцине Сĕнтĕр-вăрри çĕрĕ çинче пурăнакансем. Ытларах чухне вĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтупа вăл е ку учрежденисенче пулса кирлĕ пулăшăва илеймен хыççăн пирĕн пата çул тытаççĕ.

Акă, иртнĕ кĕçнерникун ир-ирех манăн ĕç пÿлĕмне Октябрьски тăрăхĕнче пурăнакан, саккăрмĕш теçеткене ярса пуснă М. Иванова кĕрсе тăчĕ. «Тархасшăн пулăшăр-ха мана Ваттисен çуртне вырнаç-ма. Пĕлтĕр те аран-аран хĕл каçрăм, кăçал тем тесен те пĕччен хĕл каçаймастăп, юрĕ тултарса лартсан кÿршĕсем те пырса çÿреймĕç», – хыпаланса калаçать кинеми хăйĕн докуменчĕсене сумкинчен кăларнă май. «Хăй вăхăтĕнче пайтах çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçленĕ, халĕ, ватлăхра, нивушлĕ патшалăхран пулăшу ыйтмалла мар. Çулла эпĕ ялтах пурăнма пултаратăп, пĕччен хĕл каçма питĕ йывăр мана», – тет вăл малалла. Унтан кинеми çак ыйтупа хăй ăçта пулни çинчен каласа панă май, «Мана пур çĕрте те санăн ачусем пур, вĕсен амăшне пăхмалла, теççĕ. Эпĕ вара ывăлăмсене чăрмантарасшăн мар, вĕсен хăйсен çемйисем, хăйсен пурнăçĕ. Тен, мана патшалăх пенси укçинчен кашни уйăхрах тытса юлмалла туса хулара пÿлĕм туянма пулăшĕ тетĕп-çке. Çапла тума май килет-ши.», – тесе ман çине ыйтуллăн пăхрĕ вăл.

– Эппин, Сирĕн ачăрсем пур-тăк – Эсир ватлăхра пĕччен мар. Тĕрĕсех калаççĕ Сире ачăрсен пăхмалла тесе. Ватă çынсен çуртне кайса Эсир вĕсене намăс кăтартатăр çеç. Тата унта ватлăхра пĕччен нушаланса пурăнакансене çеç йышăнаççĕ. Темле пулсан та Сирĕн хăвăр çуратса пăхса ÿстернĕ ывăлусем çумĕнчех пулмалла. Вĕсем Сире хĕл кунĕсенче пĕччен пăрахса хăвармĕç, – çапларах сăмахсемпе лăплантарма тăрăшрăм эпĕ те кинемие. Вăл вара çаплах, «Ачасене чăрмантарас килмест ман, вĕсен хăйсен пурнăçĕ, хăйсен çемйисем, хăйсене пĕлнĕ пек пурăн-ччăр...» – тесе ларчĕ.

Тем, çакăнта кинеми тем-скер пытарни сисĕнет, е ачисемпе ун хушшинче темле «хура кушак каçнă», е... . Тепĕр тесен ку пĕрре те пирĕн ĕç мар. Кашни çемьерех тем те пулма пултарать, анчах темле пулсан та хăйсене кун çути парнеленĕ тăван амăшне ывăл-хĕрĕсен ватлăхра пĕччен нушалантармалла мар. М. Иванова пек кă-çал хĕл каçма ăçта каймалла-ши тесе шутлакан пĕччен пурă-накан кинемисемпе мучисем вара темĕн чухлех районта. Акă, район центрĕнче пурăнакан Л. Васильева виçĕ çул каяллах хăйĕн пÿртне (пĕртен пĕр хĕрĕ ыйтнипе) сутса янă та çаплах унччен калаçса татăлнă пек, Мускава хĕрĕ патне пурăнма куçаймасть. Юрать-ха, кил-çурта туянакансем кăмăл-лă çынсем пулнă, ăна хăйсен тăванне пăхнă пекех пăхса усраççĕ. Тăван хĕрĕ вара паянхи кун та амăшне хăйĕн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерне пурăнма илсе каяймасть. Кăçал вара ку кинеми хĕл каçма Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан хĕр чухнехи юлташĕ патне кайнă. Вăт çапла, тăван атте-анне кил-çуртне сутса тунă укçана йăпăр-япăр кăсьене персе чикеççĕ те кун çути парнеленĕ çынна ватлăхра пĕччен нушалантарма та именмеççĕ. Мĕне пĕлтерет-ха çакă. Мула, укçа-тенке хапсăннине мар-и. Тăванлăх туйăмĕ ăçта-ши вара. Анчах темĕн чухлĕ укçа пулсан та атте-аннене никам та сутаканĕ çук. Çавăнпа та вĕсене пурăннă чухне хаклама, хисеплеме пĕлмелле пирĕн. Ватлăх кунĕсем вĕсем кашни çыннах хăçан та пулин пырса çапаççĕ, ватлăхран никам та парăнса иртеймĕ. Шăпах çакна шута илсе ваттисене яланах хисеплемелле, уйрăмах çывăх çынсен ватлăхне кăмăллă та канлĕ туса пама тăрăшмалла.

Тем тесен те ĕлĕкрех çынсем урăхларах пурăннă, тăванлăх туйăмĕ те ун чухне çирĕпрех пулнă. Аса илĕр-ха вăрçă хыççăнхи çулсене. Пирĕн атте-аннесем ун чух çав тери ĕçе юратса пурнăçланă, ял халăхĕ пĕр килти, пĕр çемьери пек туслăччĕ. Кам та пулин кил-çурт лартма тытăнсан нимесенче ушкăнпа пĕрле тăрăшатчĕç, праçниксенче те пĕрле савăнатчĕç. Кашни уяврах тăван- хурăнташпа пуçтарăнса ташланă, юрланă, пĕр-пĕрне хăна тунă, анчах ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе ашкăнман. Вăл е ку праçникра килĕрен киле пĕрле çÿренĕ, яланах ватă çынсене сума сунă, темиçе сыпăкри тăвансемпе хутшăннă.

Паянхи пурнăçра вара, тем, тăванлăх туйăмĕ çухалсах пырать пек туйăнать. Тăван-хурăнташăмăртан сивĕнсех пыратпăр пулмалла. Ытларах чухне пĕр-пĕринпе çывăх çынна юлашки çула ăсатнă чух, е туй пек пысăк уявсене пуçтарăннă чух çеç тĕл пулатпăр-çке. Темле каламалла, самани те юлашки çулсенче тĕрлĕрен улшăнать те, çакă та пысăк витĕм кÿрет пулмалла тăванлăх туйăмĕ чакасси çине. Унччен тăвансене курма тесе йăпăр-япăр аякри çула та пуçтарăнма йывăр пулман, халĕ çула тухма укçа енчĕкĕ хулăм пулни кирлĕ. Çапла, нумай япалана укçа татса парать. Вăлах çын чунĕсене те хытарать пулмалла. Хăшĕ-пĕри, ав, укçа-тенкĕ тăккалас мар тесе, чĕннĕ юбилей е парне памалли ытти мероприятисене тăван патнех кайма пăрахать. Кунта, паллах, чи кирли парне мар-çке, пĕрле савăнса тăвана хисеп туни, сума суни.

Тепĕр чух тата çывăх çынсем хушшинчех пĕр-пĕрне курайманни, каçарма пултарайманни, тарăхса çилленсе çÿрени тĕл пулать. Çаксем вĕсем чăннипех те тăванлăха аталанма чăрмантаракан хирĕçле пулăмсем. Тепĕр тесен, тăвансене çеç-и, пĕрле ĕçлекен тус-юлташсене, кÿршĕ-аршăсене, пĕр-пĕринпе куллен хутшăнакан çынсене йĕркеллĕ пурăнма чăрмантараççĕ çак тÿнтер енсем. Эппин, пирĕн вĕсенчен куллен хăтăлма тăрăшмалла, пуринпе те туслă пурăнса тăванлăх туйăмне тытса пымалла. Çапла мар-и, вулаканăм. Эсĕ мĕн шутлатăн кун çинчен. Çырусем кĕтетпĕр санран.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика