Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕншĕн пысăк чыс пулчĕ

08 ноября 2008 г.

Юпа уйăхĕн варринчи пĕр хĕвеллĕ те ăшă кун эпир Санкт-Петербурга пуçтарăнтăмăр. Пирĕн ертÿçĕ вырăс чĕлхи учителĕ Нина Александровна Григорьева пулчĕ. Асăннă хулана вара эпир пĕтĕм тĕнчери ачасемпе çамрăксен 10-мĕш конференцине çула тухрăмăр.

Артем Григорьевпа иксĕмĕр «Санкт-Петербург, Патша сали А. С. Пушкин тата культура» конкурсра «А. С. Пушкин тата Чăваш ен» темăпа тухса калаçма хатĕрлентĕмĕр. Вырăссен аслă поэчĕ чăваш ялĕсенче чăнах та пулнине палăртасшăн пултăмăр.

А. Пушкин Н. Бичурин ăсчахпа çывăх туссем пулнă. 175 çул каялла 34 çулти Александр Пушкин мăшăр лаша кÿлнĕ тăрантаспа Ĕсмĕл ялне (халĕ Октябрьски) пырса çитнĕ. Ятарласа килмен вăл кунта, Оренбурга çул тытнăскер, Е. Пугачев пăлхавĕн историне тĕпчес тĕллев лартнă. Лашине улăштарма тата канса илме унăн шăпах асăннă ялти почта станцинче чарăнма тивнĕ.

Кĕтмен çĕртен çав станци патĕнчен чăваш туйĕ иртсе кайнă. А. Пушкин та унта хутшăннă. ¤на качча каякан хĕр çав тери килĕшнĕ, ун кăкри çинче кĕмĕл тенкĕсем пулнă, питне вара пĕркенчĕкпе пытарнă...

Çак сумлă конкурсра эпир «Куракансен хаклавĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр.

Тепĕр кун хула тăрăх çÿрерĕмĕр. Патша салинче лицей уçăлнăранпа 237 çул çитнине палăртса Пушкин палăкĕ умне чечек çыххисем хутăмăр. Кайран вара Екатеринин керменне те кĕрсе курма вăхăт юлчĕ. Санкт-Петербургра пĕр эрне пурăнтăмăр. Çак вăхăтра ăçта кăна пулмарăмăр-ши, Аничков керменĕнче, «Спас на кровине» хра-мĕнче, метрора пулма, «Аврора» крейсера курма тÿр килчĕ. Хула тăрăх çÿренĕ май, курса тĕлĕнмелли çав тери нумай пулчĕ.

Конференцие хутшăнни пирĕншĕн пысăк чыс пулчĕ. Çакăншăн, паллах, хамăрăн ертÿçĕне Нина Александровна Григорьевăна тав сăмахĕ калатпăр. Çавăнпа та эпир ытти ачасене çапла чĕнсе каласшăн, пур конкурссене те хутшăнăр, вĕренме те ан манăр.

А. ВАСИЛЬЕВА,

Шуршăл шкулĕнче

8-мĕш класра вĕренекен.

Другие публикации по теме:

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика