Эпир саккăрмĕш теçеткене çывхаракан Этнескер ялĕнчи Василий Филиппович Одневпа курса калаçрăмăр.
– Ĕмрипех колхоз-совхозра ĕçлесе пурăннă эпĕ. Ватлăхра çакăн пек йывăр пулать тесе нихăçан та шутламан, – тет мучи шывланнă куçĕсене шăлса.
Василий Филиппович халĕ Николай ывăлĕпе пурăнать. Çапла икĕ арçын йывăрлăха çĕнтерсе, кăштăртатса ĕмĕрĕн сарлака саккипе малалла пыраççĕ.
– Телей пулнă-ха манăн та, мĕнле пулман. Мăшăр питĕ чирлĕ-çке, шалкăм çапнă ăна. Халĕ хĕрпе пурăнать вăл, тах-çан та курман, – тет ватă.
Чăн та йывăр Ваçли пиччене. Хăлхисем патне пырса кăшкăрмасăр та илтмеççĕ, урисем хыт сурнăран аран-аран утаççĕ.
– Ĕçлеме хăнăхнăскер, ахаль ларма пĕлмест вăл, чунĕ чăтаймасăр пахчана та тухса каять, – пăшăрханса каласа пачĕ пире Николай ывăлĕ.
Эх, пĕр тесен... Çамрăк чухне шутламастпăр çав ватлăхра килсе çапакан йывăрлăх, пĕчченлĕх пирки. Чун тĕпрен-чĕкÿсем те ÿссе çитĕнсе, çемьеллĕ пулса тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса пĕтеççĕ. Çакăн чухне хурт пек кăшлакан пĕчченлĕх, кичемлĕх пырса тивет те нумай çынна. Мухтав Турра, юратнă мăшăру çумра ырă-сывă пулсан питех те аван. Енчен те вăл чирлĕ е вăхăтсăр çĕре кĕрсен вара чăннипех çĕр йăтайми хуйхă, унтан тĕрлĕ чир-чĕр... Çавăнпа та ырă-сывă чухне пĕр-пĕринпе килĕштерсе те хисеплесе пурăннине нимĕн те çитмест.
Е. ВЕРНОВА.