Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç

01 ноября 2008 г.

Иртнĕ кĕçнерникун райадминистрацин акт залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Малтанах унта районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Г. Изосимова Сĕнтĕрвăрри районĕн бюджечĕ 2008 çулти 9 уйăх хушшинче мĕнлерех пурнăçланнипе паллаштарчĕ тата «Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕн 2008 çулхи бюджечĕ» çинчен калакан йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинче те чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл район бюджетне хăш-пĕр организацисем халĕ те парăмĕсене парса татманнине палăртрĕ.

Пухура райадминистрацин муниципаллă пурлăха йĕркелекен пай пуçлăхĕ Г. Андреев 2008 çулхи 9 уйăх хушшинче пулса иртнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Геннадий Петрович каланă тăрăх, çак вăхăтра çĕр пайĕсен суту-илĕвĕпе çыхăннă 142 договор тунă, пĕтĕмĕшле илсен 1651Ĕ44 пин тенкĕлĕх (пурĕ 34Ĕ7196 га лаптăк). Вĕсенчен 8 договорне аукцион результачĕсене пăхса 293Ĕ3 пин тенкĕлĕх (1Ĕ4417 га) тунă. Çак çул пуçланнăранпа аукцион мелĕпе икĕ муниципаллă пурлăх объекчĕсене 41Ĕ9 пин тенкĕлĕх сутнă.Пай пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче арендăна илнĕ пурлăх район бюджетне 465Ĕ8 пин тенкĕлĕх ÿстернĕ (пĕлтĕрхи çул – 231Ĕ1 пин тенкĕ). Çĕре арендăна илнĕшĕн – 1005Ĕ00 пин тенкĕ.

Проблемăлларах ыйтусем хыççăн савăнăçлă самант та пулса иртрĕ. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев СХПК «Восток» механизаторне Николай Ильич Васильева Чăваш Республикин Хисеп Грамотине пама тăратма ирĕк ыйтрĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсем куншăн вара пĕр хирĕçлемесĕрех килĕшсе сасăларĕç.

И. ФЕДОРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика