Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ мăшăрăн – 23 мăнук

01 ноября 2008 г.

Çак кунсенче Акшик ялĕнче пурăнакан Николай Антонович Мартьянов хăйĕн арăмĕпе, Галина Семеновнăпа, килĕнче хаклă хăнасене кĕтсе илчĕ. Сăлтавĕ çемье пуçлăхĕ 70 çул тултарнă ятпа çыхăннăскер пулчĕ. Чĕннĕ хăнасем пурте пухăнайман-ха. Çакăнпа усă курса эпĕ юбиляра калаçăва чĕнтĕм. Унăн пурнăç çулĕпе вулакансемпе пĕрле утма кăсăклă пулассăн туйăнчĕ.

– Николай Антонович, хăвăр çамрăклăхăр çинчен кĕскен каласа парăр-ха. – тесе ыйтсан, вăл пурнăç шăпин «çăмхине» çапларах сÿтме тытăнчĕ.

– 70 çул каялла эпĕ хресчен çемйинче çуралнă. Атте-анне çĕр çинче ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ялти ытти çынсем пекех пĕчĕк çуртра пурăннă. Эпĕ ачасемпе пĕрле урамра выляса ÿснĕ. Ялти пуçламăш шкулта 4 класс, унтан Октябрьскинчи вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче атте-аннене хуçалăхра пур енчен те пулăшнă, тырă вырма, утă хатĕрлеме, авăн çапма, çĕрле лашасем пăхма çÿренĕ. Кĕтÿ кĕтме те савăнсах кайнă.

Сĕнтĕрвăрринчи механизаци училищинчен вĕренсе тухса алла тракторист тата шофер прависене илнĕ хыççăн колхозра тракторпа ĕçлеме тытăннă. Малалла вĕренме шутламан, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ пулман.

Пулас арăмпа вара акă, мĕнле, паллашрăм. Кÿршĕри Юрий Ташков хăйĕн мăшăрне Карапаш ялĕнчен илчĕ. Вĕсем патне час-часах çак ялтан пĕр хитре хĕр хăнана çÿреме пуçларĕ. Эпĕ вара çав Гальăна куç хыврăм та, кĕтсе илме тата ăсатса яма тытăнтăм. Вăт çапларах пуçланчĕ те пирĕн юрату...

Тĕрĕссипе, эпĕ хам та япăхах пулман, яштака пÿллĕ, кăтра çÿçлĕ. Арăм вара ман йĕкĕрешсенчен пулнă иккен, çавăнпа вĕсем Вальăпа иккĕшĕ питех те пĕрпекчĕ.

1958-мĕш çулхи çу уйăхĕнче эпир мăшăрлантăмăр. Çа-вăнтанпа çак ялта малтан колхозра, кайран совхозра ĕçлесе пурăнтăм. Пенсие тухас умĕн Октябрьскинчи больницăра рабочире тăрăшрăм. Ман алăра трактор та лаша та пулнă.

Пенсие тухиччен вăй пур чухне мăшăрпа 2 пÿрт лартрăмăр, пĕри – йывăçран, тепри кирпĕчрен. Халĕ кирпĕч çуртра пурăнатпăр.

– Николай Антонович, Сире арăму 6 ача çуратса «парнеленĕ». Çав тери пысăк пуянлăх теме пултаратăр-и вĕсем пирки.

– Çапла, пултаратăп. Ку таранччен пире пĕр ачи те намăс кăтартман. Аслă ывăл, Олег, Шупашкарти ялхуçалăх институтне вĕренсе пĕтерчĕ, çар службинче пулчĕ, чылай вăхăт хушши «Октябрьский» совхозра инженер-механикре ĕçлерĕ. Арăмĕ, Таня, Хусанти ветеринари институчĕ хыççăн совхозра ветврач пулса ĕçлерĕ, халĕ те хăйĕн специальноçĕпех вăй хурать.

Аслă хĕр, Рева, вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти агрегат заводне кайрĕ, çак хулара мăшăр тупрĕ. Упăшки Толя питех те ĕçчен тата кăмăллă кĕрÿ.

Римма Николаевна Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне вырнаçрĕ. Вăхăт çитсен Леонид Захарова качча тухрĕ. Кăмăллă, туслă, пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ.

Кĕçĕн ывăлсем Юра, Володя, Славик (юлашки иккĕшĕ – йĕкĕрешсем) çар служби хыççăн шофера вĕренсе тухрĕç. Манăн çакна калас килет, Володьăпа Славик шкулта вĕреннĕ чухне çăмăл атлетика енĕпе вăйлă спортсменсем пулнă, районти тата республикăри тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, час-часах пĕрре-мĕш вырăна тухнă.

– Сирĕн мăнуксем нумай тенине илтнĕ. Николай Антонович, çапла калани тĕрĕсех-и.

– Тĕрĕс. Пирĕн пысăк çемьере пĕтĕмпе 23 мăнук. Ялта пирĕн çинчен чи телейлĕ мăшăр тесе калаççĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ çуркунне эпир мăшăрланнăранпа 50 çул çитрĕ. Хальхи вăхăтра чылай мăшăрсен упăшкийĕсем вилеççĕ, арăмĕсем упăшкасăр тăрса юлаççĕ. Эпир мăшăрпах пурăнатпăр-ха.

Олегпа Таня кинĕн 2 ача. Саша ятлă ывăлĕ Хусанти А. Туполев ячĕллĕ университетра вĕренет. Хĕрĕ, Елена, Шупашкарти педагогика университетĕнче логопеда тата çав вăхăтрах акăлчан чĕлхипе вĕрентекен учитель пулма юлашки çул пĕлÿ пухать.

Рева Николаевнан та 2 ача. Пĕри сварщик, тепри электрик пулса ĕçлеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ.

Римма Николаевнăпа Леонид Захаров ачасенчен питех те пуян. Вĕсем Шупашкарта уйрăм пÿрт илнĕ. Вĕсен туслă çемйинче 11 ача. Иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, никамран та пулăшу ыйтмаççĕ. Ачасене хамăр çуратнă, хамăрах пăхатпăр, теççĕ.

Юрий Николаевичпа Ольга Гавриловна 3 ывăл пăхса ÿстереççĕ. Виççĕшĕ те Октябрьскинчи вăтам пĕлÿ паракан шкула çÿреççĕ, спортсменсем.

Володьăн арăмĕ (Олимп чемпионкин Елена Николаевăн йăмăкĕ) пире 4 ача çуратса парнелерĕ. Хăй, Ирина кин, стамотолог, Володя – шофер. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ.

Славикпе Римма Павловнан – 1 ывăл. Славик – водитель, кин Октябрьскинчи больницăра аслă медсестрара вăй хурать. Çапла, эпир хамăр та телейлĕ, ачасем те çаплах. Пурте сывлăхлă, ĕçлеççĕ.

Николай Антоновичпа калаçнă хушăра сĕтел çинче нумай хаçат выртнине асăрхарăм. Кун пирки юбиляр çапла ăнлантарчĕ,

– Эпĕ те, арăм та вулама юрататпăр. Нумай çул хушши «Хыпарпа» туслă пулнă. Халĕ хамăр районăн «Пирĕн сăмах» хаçатне комплектпах çырăнса илетпĕр тата кашни уйăхрах «Капкăн» журнал килет. Арăмăн юратнă хаçачĕ – «Хресчен сасси».

Н. ИВАНОВ

ĕç ветеранĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика