Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын аллипе «кăвар туртиччен»…

01 ноября 2008 г.

Районта тухса тăракан «Пирĕн сăмах» хаçат редакцине пĕр 10-15 çул каялла чухнехи пек вулакансенчен çырусем йышлă килеççĕ тесе калаймăн. Ку вăл, паллах, вырăнти хаçатçăсемпе районта пурăнакансем хушшинчи çы-хăну «шĕвелнине» пĕлтермест.

Пачах урăхла, çак çыхăну халĕ тĕрлĕ технологи хатĕрĕсемпе аталанса пырать. Ара, юлашки çулсенче чылайăшĕ компьютерсемпе усă курма пуçларĕç-çке. Анчах та кунсеренех почта урлă «тăватă кĕтеслĕ конвертсем» те килсе выртаççĕ редактор сĕтелĕ çине. Тĕрлĕ хыпар-хăнар пĕлтереççĕ вĕсен авторĕсем, хăйсем хăш ялта, хулара пурăннине, хушамачĕ, ашшĕ-амăшĕн ятне те пытармаççĕ. Тепĕр чух тата ют çын аллипе «кăвар туртма» хăтланса, хăйсене канăç паман ыйту пирки çырнă ятсăр çырусем те тĕл пулаççĕ. Ун пеккисене эпир анонимлă çырусем тетпĕр. Акă, çак кунсенче кăна Хуракасси тăрăхĕнчен «Хамăрялсем» тесе алă пуснă анонимка килсе çитрĕ. Паллах, автор хăй ятне-шывне пытарнине шута илсен, эпир ăна пăхса тухмасан та пултарнă, анчах... Тепĕр тесен, вулакана кĕскен çырура мĕн çинчен сăмах пулнипе паллаштарар-ха, «Хуракассинчи Тутаркасси урамĕ тăрăх шыв колонкисем лартнă хыççăн, Эсир, Виталий Терентьев, кулатасемпе çăлсем çине алă султăр пулмалла. Урам вĕçĕнчи çăл пачах юхăнса кайрĕ. ¤на 30-40 çул каялла юсанă пулнă. Асаттесемпе асаннесем усă курнă çăла юсама Терентьевăн укçа çуках-ши вара. Кĕçех сивĕсем пуçланаççĕ, тимĕр пăрăхпа, тимĕр валашкасем çурăлса каясса кĕтет-ши Терентьев. Шыв паракан насус юрăхсăра тухсан Тутаркассинче пурăнакансем шыв ăсма ăçта каяççĕ-ши. Хисеплĕ «Пирĕн сăмах» хаçат, ку ыйтăва татса пама пире эсĕ те пулăшаймасан «Хыпар» хаçата çырса яратпăр, тен, Президентран та пулăшу ыйтма тивĕ», – çапларах çырнă ятсăр çырура. Эпир Тутаркасси урамĕнче пурăнакансен шыв нуши пирки ыйтса пĕлес тесе В. Терентьев патне шăнкăравларăмăр, анчах та Хуракасси поселенинче ĕçлекенсем ертÿçĕ отпускра пулнине пĕлтерчĕç. Çывăх вăхăтрах ку ыйту патне таврăнăпăр. Сăмах май каласан, çак анонимлă çыру киличчен кăна эпир ку тăрăхра район хаçачĕн Кунне ирттертĕмĕр. Кунти вун-вун çынпа куçа-куçăн курса калаçнă район хыпарçин журналисчĕсем, анчах Тутаркасси урамĕнчи шыв проблеми пирки никам та ыйту хускатман. Тепĕр тесен çыру авторĕн «Хамăрялсем» тесе «пытанма» та кирлĕ мар-çке. Хăйĕн ятне, хушаматне уççăн пĕлтерме мĕншĕн хăрать-ши вăл. Çыру содержанийĕ тăрăх унăн авторĕ тем усал шухăш тытман-çке, шыв ыйтăвĕпе пулăшма кăна шутланă.

Усал шухăш тенĕрен... Тепĕр чух çавăн пек анонимлă (е хăйсен ячĕ вырăнне урăх çынăнне лартнă) çырусенче шăпах çакă палăрать те. Ун пеккисенче хăшĕ-пĕрисем хăйсен курайманлăхне, айванлăхне, чун тасамарлăхне палăртаççĕ. Вĕсем йĕркеллĕ çынсенех вараласа, суя элек сарас тĕллевпе çын аллипе «кăвар туртасшăн». Тепĕр чух вулатăн та ун йышши çырусене ирĕксĕрех хытă тĕлĕнетĕн, ăçтан-ха пĕр çынра çавăн чухлĕ икĕпитлĕх, суя, курайманлăх е ăмсану пулма пултарать.! Нивушлĕ çак çĕр çинче вăл пĕр хăйне кăна хытă юратать, ыттисем уншăн ниме тăманскерсем, вĕсене «мăшкăлтăк» шывĕпе сапсан та ним те мар. Шăпах çавăн пек шутлатăп эпĕ киревсĕр элек сарса, çăхав çырма юратакан çынсем пирки. Пирĕн чăваш халăхĕн мĕн ĕлĕкренех вĕрентсе калакан ăслă каларăш пур, «Çынна усал тăвиччен – ырă ту, вара хăвăн патне те ырăпах таврăнĕ». Анонимлă çыру авторĕсене манăн çак каларăш пирки тарăннăн шухăшласа пăхма сĕнес, çынна усал туни вăл нихăçан та ырăпа вĕçленменни пирки аса илтерес килет. Чăнлăх çавах хăçан та пулин çиеле тухать. Çынна вараласа анонимлă çăхавсем çырнишĕн нихçан та, никама та сăвап пулман, пулмĕ те. Çапла мар-и, вулаканăмăрсем. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр. Сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика