Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурăн ращи

01 ноября 2008 г.

Мĕнле вырăна илемлĕ вырăн теççĕ. Аçта курма пулать-ши çавăн евĕрлĕ вырăна. Çакăн пирки çырса кăтартасшăн та эпĕ хамăн кĕске калавра.

Ман шутпа, Октябрьски тавралăхĕ – питĕ илемлĕ, мĕншĕн тесен кунта миçе тĕрлĕ йывăç ÿсмест пулĕ. Вĕсем çине пăхса тăранаймăн, вĕсем манăн куçа илĕртеççĕ, хăй еннелле туртаççĕ.

Эпир пĕлнĕ тăрăх Октябрьски çулĕпе вырăссен паллă поэчĕ, писателĕ Александр Сергеевич Пушкин иртсе кайнă. Ку ялта вăл çĕр каçнă. Пушкин пирĕн йывăçсем, пирĕн тавралăх çине мухтанса пăхнă. Ку вырăна вăл, тен, юратма та ĕлкĕрнĕ. А. Пушкин чăваш çĕрĕпе çÿрени çинчен Н. Сверчков «А. Пушкин чăваш ялĕнче» ятлă ÿкерчĕк ăсталанă. Вăл унта чăваш çыннисем мĕн ĕçлесе, мĕнле пурнăçпа пурăннине сăнласа панă.

Октябрьски тавралăхĕ тата илемлĕрех пултăр тесе иртнĕ шăматкун шкул ачисем йывăç лартма тухнă. Пурте пĕрле пухăнса ялти ишĕлме тытăннă çырмана 2000 хурăн йывăççи лартрăмăр. Хурăнсем лайăх ÿсчĕр тесе тĕплĕнрех чакаласа лартрăмăр. Туслă ĕçленĕрен сисмесĕрех, кăнтăрла тĕлне лартса та пĕтертĕмĕр, çакăншăн питĕ савăнтăмăр.

Этемпе çутçанталăк пĕр çулпа юнашар пыраççĕ. Çын тени ирсерен кайăк сассипе вăрантăр, таса сывлăшпа сывлатăр. Хăйĕн савăнăçне янравлă тăван чĕлхепе каласа пама пултартăр.

Е. КОЛЬЦОВА.

Октябрьски шкулĕĔ

10-мĕш класс.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика