Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлересшĕн,нÿхрепе хупасшăн

01 ноября 2008 г.

Иртнĕ эрнере Сĕнтĕрвăрри хулинчи К. гражданка çуртне паллă мар çын чÿрече çĕмĕрсе кĕрсе фляга, радиоприемник тата ыттине те вăрласа тухнă.

А . гражданин вара хăйĕн çăмăл автомашинипе Сĕнтĕрвăрри хулинчи Ленин урамĕнчи кĕпер çинчи карта çине кĕрсе кайнă.

Тĕлĕнмелле те, анчах факт, Мĕшĕл ялĕнчи Л. гражданкăна çырăнмасăр пĕрле пурăнакан арçыннипе тепĕр хĕрарăм хĕнесе пĕтернĕ.

Саккунсăр майпа вăрман касма та хăраса тăмаççĕ пирĕн тăрăхра. Сĕнтĕрвăрри лесничествинчен Г. гражанин 12 ÿсекен тата 4 типсе кайнă чăрăша тĕп тунă.

Çамрăк ăру та кунран кун кăмăл-сипет мĕнне тата ватăсене хисеплемеллине манса пырать пулмалла. Акă, Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан М. гражданин хăйĕн асламăшĕпе хирĕçме çеç мар, «Вĕлереп, нÿхрепе хупса лартатăп!» – тесе хăратма та именсе тăмасть.

Кĕсье вăррисем те аван «ĕçлеççĕ» иккен. Шкулта вĕренекен В. малтан Аксарин ялĕнче пурăнакан Ч. гражданка сумкинчен, унтан Я. гражданкан укçа енчĕкĕнчен 500-шер тенкĕ кăларса илнĕ. Çамрăксемпе ачасем хушшинче преступлени çулĕ çине тăракансем пурри чунтанах пăшăрхантарать.

Ваçликасси ял çывăхĕнче тăнă асфальтоукладчик çинчен паллă мар çын икĕ аккумулятор кăларса кайнă. Хамăр çул тăвас ĕç кирлĕ пек пымасть тесе ÿпкелешетпĕр. Кунта ав, тĕрлĕ детальсене вăрласа ĕç хăвăртлăхне чарса тăраççĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика