Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи уяв хаваслăхĕ

01 ноября 2008 г.

Тавралăх тĕрлĕ тум тăхăнсан, пахча çимĕçе пухса кĕртсен Шуршăл шкул ачисем кĕр мăнтăрĕн уявне пуçтарăнчĕç. Каçа вырăс классикĕсен сăввисемпе уçрĕç. А. Пушкин, И. Бунин хайлавĕсенче кĕр илемлĕхĕ туллин сăнланнă. Чăн малтан ачасене кĕвĕ-çемĕ «Шлепкепе ташламаççĕ» ятлă вăййа йыхăрчĕ. ¤мăртăва хутшăнакансен ташă ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме тиврĕ. Литературăна пĕлни те кирлĕ пулчĕ. Сăвă йĕркисен авторне тĕрĕс тавçăракансем парне илме тивĕçрĕç.

Кашни класс хăй шухăшласа тупнă кĕрхи тумпа паллаштарчĕ. Çамрĕк модельерсене куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Кулăшла, хăйне евĕрлĕ çи-пуç хатĕрленĕ вĕсем. Уйрăмах 11 «Б» классем палăрчĕç. Килти ĕçе те тĕплĕн хатĕрленнĕ ачасем. Çутçанталăк материалĕнчен «Кĕрхи фантази» хаçат кăларнă. Кунта вара вуннăмĕшсене çитекен пулмарĕ.

Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕренекенсем, «Çулçă касса кăлар», «Тусна хăнала», «Çĕрулми пуçтар», «Канав урлă каç». Пурте хастар хутшăнчĕç кĕрхи уява. Çапах вуннăмĕшсем пĕрремĕш пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна – 9 «А», виççĕмĕшне – 9 «Б» класс тухрĕ.

Е. ГРИГОРЬЕВА,

9-мĕш класра

вĕренекен.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика