Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванлăха ĕçпе ĕнентерекен малтипукашсем

30 августа 2008 г.

Халăх хуçалăхĕн вăл е ку сфери, тем тесен те, патриотсемсĕр шăнăрлă пулас çук. Потребкоопераци системи пирки те çавнах каламалла. Ялти магазинсенче, уйрăммăн илсен, Малти Пукаш коопераци участокĕнчи Людмила Ивановна Филиппова пек патриот-профессионалсем тăрăшман пулсан, потребкоопераци чысĕ-сумĕ, шăнăрĕ, ахăртнех, хавшакрах пулĕччĕ.

34 çул хушши потребкоопераципе ĕмĕр ĕмĕрлет вăл. Амăшĕн çулĕпе кайса çамрăкла суту-илÿ училищине суйласа илнишĕн ÿпкелешÿ çук унăн. Паянхи кун Малти Пукаш магазинĕ уншăн – иккĕмĕш çемье, ял халăхĕшĕн те çак суту-илÿ çурчĕ тăван пекех, кунта ăна куллен кирлĕ таварсемпе çеç мар, ăш кăмăлпа, ыр сăмахпа кĕтсе илсе ăсатма тăрăшаççĕ, ятарлă кĕтесре кĕнекесем вулама та сĕнеççĕ. Тепĕр тесен, ку çеç-и. Магазин укçа ĕçлесе илмелли объект шутĕнче те.

70 яхăн пурăнакан кил ху-çалăхĕ шутланать ялта. Вĕсенчен пĕчĕк мар пайĕ магазина ирсерен сĕт бидонĕсем йăтать, пушă вăхăтра пуçтарнă эмел курăкĕсем типсе çитсен михĕсемпе каллех кунталла çул тытать. Людмила Ивановна асăннă тăрăх, сĕчĕ кунсерен 220-250 литр пуçтарăнать. Выльăх тытма йывăрланать тетпĕр пулин те, ялта икшер ĕне усракансем те çук мар иккен. Пасара йăрккаса кун ирттермеççĕ вĕсем, сĕте тăван потребкоопераци участокне, магазин умне пырса параççĕ те урăх ĕçе кÿленеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, З. Демидова, 2 ĕне тытаканскер, сĕтне те, эмел курăкне те хатĕрлесе пама ĕлкĕрет. Чылай сĕт паракансен шутне сутуçă çавăн пекех Л. Михайлована, З. Башкирована (2-шер ĕнеллĕскерсем), А. Емерована, Р. Мочалована кĕртрĕ.

Эмел курăкĕ пуçтарассипе магазин хăйĕн планне 3 хута яхăн ÿстерсе тултарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хатĕрлесе панă сиплĕ ку-рăксен виçи çур тоннăпа танлашать. Ку ĕçре каллех пенсионеркăсем пит хастар-мĕн. 80 çулхи Х. Терентьева 115 кг, Р. Кириллова – 122, З. Демидова – 70, В. Матвеева – 85, чирне ĕçпе парăнтаракан О. Башкирова 75 кг хатĕрлесе панă эмел курăкĕсене.

Ку енĕпе çулсеренхи хастарçăсен шутĕнчех – шкул ачисем те. Вĕсем те йышсăр мар. Н. Знакомов, Д. Федоров, С. Фадюшин, А. Башкиров, А. Иванов, А. Башкиров тата ыттисем те потребкооперацие курăмлă пулăшу параççĕ, хăйсене валли те ĕçлесе илеççĕ.

Çĕтĕк-çатăк пуçтарасси те кунта – яланхи йăлара.

Çапларах ĕçсемпе ĕнентерет тăванлăха Малти Пукаш ял халăхĕ потребкооперацие, вырăнти магазина. Çавăнпах ĕçĕ те ăнать коопераци участокĕн. Канмасăр тенĕн тăрăшакан Л. Филиппован сумĕ те, паллах, тивĕçлĕ шайра.

Ахăртнех, паян магазин умнех илсе çитерекен асфальтлă çул та потребкооперацие аталану енĕпе малалла уттарĕ.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика