30 августа 2008 г.
Кĕр кунĕсем те çывхарса килеççĕ. Чăвашсемшĕн вăл çемье çавăрмалли чи тулăх тапхăрсенчен пĕри шутланать. Паян эпир сире Карапаш ялĕнче хĕр килĕшнин е çураçнин йăли-йĕркипе паллаштаратпăр.
Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ, интересĕ. Ача чухне эпир пĕр шухăшсăр, кулянма-хуйхăрма пĕлмесĕр са-вăнăçлă кăмăлпа кун кунлатпăр. Пирĕншĕн аттепе анне явап тытаççĕ. Сехет йĕппи çаврăннă май кунпа çĕр улшăнать, эрне, уйăх, çулсем хыçа юлаççĕ. Тин çеç теттепе вылятчĕç пек, халĕ вăл ачасем хĕрсемпе яшсен шутне кĕнĕ. Çамрăклăх – чи телейлĕ, чи хаваслă самант. Ун чухне кулмалли те хуйхăр-малли те темĕн чухлех. Пĕчĕк чухне пĕрле урамра чупнă шăпăрлансем халĕ пĕр-пĕрне чĕререн савнине туйса илеççĕ. Вĕсен чĕринче çулăмпа хĕмленекен пĕрремĕш таса юрату çуралать. Çак хĕлхем вăйлăрах та вăйлăрах çунма тытăнать. Савакан чĕресем яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Çапла вара каччи хĕрне ки-лĕшме е çураçма каять.
Яшĕ пикене çураçу кунне малтанах систерет, тăванĕсем умĕнче камăн намăс курас килтĕр. Качча тухас пике тутлă апат-çимĕç янтăлать.
Хĕр çураçакансен шучĕ мăшăрлă пулмалла мар Ÿ3, 5, 7, 9...Ÿ. Ватăсем, «Мăшăрсăр кайса мăшăрлă килмелле», – теççĕ вĕт.
Каччă енчисем килĕшме кучченеçпе каяççĕ. Çапла вара ĕçсе-çисе хĕре çураçаççĕ, туй кунне палăртаççĕ. Пике хирĕç мар пулсан ăна çавăн чухнех яшсен килне илсе каяççĕ. Çамрăксене çăкăр-тăварпа, пылпа, хăймапа кĕтсе илеççĕ.
Çăкăра икĕ енчен çыртаççĕ, камăн çыртăкĕ пысăкрах, çавă килте хуçа пулать имĕш. Тăварпа, çăкăрпа хирĕç тухни чăвашсен мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла. Мăшăрланакансен пурнăçĕ тулăх, пуян пултăр тенине пĕлтерет. Пылпа хăйма вара çамрăксен яланах çак апат-çимĕç çинчи пек тату та юратуллă пурăнмалла пултăр теççĕ.
Тепĕр йăла вăл çăл пуçлани. Пулас кинне хĕр ачапа (е çемьери, е кÿршĕри) çăла шыв ăсма яраççĕ. Шывне хĕр ача хăй тултарса панă май кĕçĕн çынна укçалла «сутать».
Çăл пуçлама ир кайсан аванрах. Ялта пуçтах çамрăк-сем тĕл пулакан. Вĕсем çĕнĕ çынна хирĕç тухса сăтăр кÿме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, урам урлă кашта хураççĕ те çавăн айĕнчен тулли çĕклемпе упаленсе тухмасăр та ирттерсе ямаççĕ е витрери шыва тăкаççĕ.
Часах хĕрĕн килне виç кунне кучченеçпе (хăпартупа пыл е варени) каяççĕ. ¤на пурне те тутанса пăхтараççĕ. Хĕрпе каччă енчисем туя ха-тĕрленме тытăнаççĕ.
Карапаш тăрăхĕнче ку йăлана пăхăнаççĕ. Сирĕн патăрта вара мĕнле. Кун çинчен те, тата ытти йăласем çинчен те çырса пĕлтерессе кĕтетпĕр.
Е. ИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)