30 августа 2008 г.
Çуллахи каникул вăрăм туйăнать пулин те, хăвăрт иртсе каять. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хатĕр-и-ха районти шкулсем ачасене кĕтсе илме – акă мĕнлерех ыйту кăсăклантарчĕ пире.
Чи малтанах эпир Кукашнири вăтам шкула çитсе куртăмăр. Уроксем пымаççĕ пулин те, кунта вĕрентекенсем те, ачасем те нумайччĕ. Кашни класра тенĕ пекех шăв-шав тăратчĕ, юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсем пыратчĕç. Шкул директорĕ А. Чернов кирлĕ ыйтусене татса пама район центрне тухса кайнă, терĕç. Пирĕн вара унăн çумĕпе В. Филипповапа курса калаçма тÿр килчĕ. Вера Викентьевна пире кĕскен шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ, иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвесемпе паллаштарчĕ. Кукашни шкулне пĕтернĕ 19 çамрăкран 12-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ, ыттисем – техникумсемпе колледжсене. Ку – лайăх кăтарту. Шел пулин те, шкула 1-мĕш класа вĕренме килекен ачасен шучĕ нумай мар. Кăçал 12 ача пĕрремĕш хут парттăсем хушшине ларĕç. Пĕлтĕр çак кăтарту 8 пулнă. Кукашни шкулĕнче Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан ачасем те вĕренеççĕ. Вĕсен шучĕ 30 ытла. Шкул автобусĕ кашни кунах рейса тухать, аякри ялсенчи, Сĕнтĕрвăрринчи ачасене илсе килет, леçсе ярать.
Шкулта 19 педагог тăрăшать. Кăçал вĕрентекенсен коллективне çĕнĕ специалист хутшăнчĕ - Е. Кудряшова акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçлать.
Эпир çĕнетсе илемлетнĕ классенче те пултăмăр. Пур çĕртре те краска шăрши, тасалăхпа илемлĕх хуçаланать. Столовăйĕнче те ĕç вĕретчĕ, апат пĕçерекенсем чÿречесене çуса тасатас ĕçе кÿлĕннĕччĕ. Пĕр класра вара аслăрах арçын ачасем тăрăшсах парттăсем, пукансем сăрлатчĕç. Ачасем хăйсен шкул сăн-сăпатне илемлетес, лайăхлатас ĕçе хутшăнни лайăх пулăм. Вĕсем капла аслисен тăрăшулăхне хаклама вĕренсе пыраççĕ.
Çак кунах эпир Сĕнтĕрпуç шкулĕнче те пултăмăр. Кунта та ĕç вĕресе кăна тăратчĕ. Чи малтанах кĕçĕн классемпе ĕçлекен Н. Тихоновапа курса калаçрăмăр. Вăл тăрăшсах чÿречесене çăватчĕ. «Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн тăван районах таврăнтăм, – каласа парать Надежда Петровна. – 22 çул ĕнтĕ тăрăшатăп вĕрентекен пулса. Хамăн ĕçе те, ачасене те юрататăп. Кĕçĕннисемпе ĕçлеме питĕ кăсăклă».
Н. Тихоновăшăн кăçал яваплă тапхăр – вăл каллех 1-мĕш класа вĕренме килекен ачасен ушкăнне кĕтет. Вĕсемшĕн, анчахрах ача садĕнчен тухнăскерсемшĕн, унăн вĕрентекен е воспитатель çеç мар, иккĕмĕш амăшĕ те пулмалла. Ку, паллах, яваплă ĕç. «Опыт пысăк пулин те, çак саманта кашнинчех питĕ хумханса кĕтетĕп», - каласа парать Надежда Петровна.
Ытти вĕрентекенсем Н. Тихоновăна пуçаруллă пулнишĕн те ырăпа асăнаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл шкул çумĕнчи лагерь ĕçне йĕркелесе пынă. Ачасем шкул пахчинче ĕçленĕ çеç мар, активлă канма та май тупнă, Атăл леш енне те кайса килнĕ.
Тепĕр класс пÿлĕмĕнче вара учительсен династийĕпе тĕл пултăмăр. Амăшĕпе хĕрĕ – Римма Дмитриевна Степановапа Ольга Леонидовна Ларионова тăрăшсах чÿрече каррисем çакатчĕç. Римма Дмитриевна çак шкулта 30 çул ĕçлет, 15 çул хушши кĕçĕн классене вĕрентнĕ, кайран вырăс чĕлхи учителĕ, директор çумĕ, шкул директорĕ пулса вăй хунă. Нумай-нумай çамрăк вĕрентекенсене хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарнă. Унăн хĕрĕ Ольга та амăшĕн çулĕпех утать. Вăл кĕçĕн классемпе ĕçлекен педагог. Çамрăклăхне пăхмасăр шкул коллективне те, амăшне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарать. Ольга Леонидовна пĕрре çеç мар район конкурсĕсенче çĕнтернĕ, «Çулталăк учителĕ» ята тивĕç-нĕ.
Шкул çывăхĕнче эпир чечексен хитре клумбисене асăрхарăмăр. «Кун пек илемлĕхе эсир ниçти шкулта та кураймăр, – терĕç пире кунти вĕрентекенсем. – Раиса Федоровна Андреева биолог тăрăшнипе «çуралчĕ» чечексен асамлăх тĕнчи».
Р. Андреева – районти чи хисеплĕ вĕрентекенсенчен пĕри. Вăл ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕрен хисеп хучĕсене ти-вĕçнĕ. Нумай пулмасть ăна райадминистрацин грамотине парса хавхалантарнă.
– Тавах ашшĕ-амăшĕсене, – терĕç Сĕнтĕрпуç шкулĕнчи вĕрентекенсем. – Вĕсем пире пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçре вĕсен тÿпи çав тери пысăк.
И. ВАСИЛЬЕВ.