30 августа 2008 г.
Виçмине пысăк уяв – Пĕлÿ кунĕ. Çак уяв, паллах, шкул ачисемпе педагогсене çеç мар, пире пурне те хумхантарать, савăнтарать, малашлăх планĕсене палăртма хистет. Ара, кирек камăн пурнăçĕ те шкулпа мĕнле те пулин çыхăннă-çке. Тахçан вĕренсе тухнисен халĕ ачисем е мăнукĕсем пĕлÿ илеççĕ, вĕсем хăйсем те тăван шкулпа юратнă учительсемпе çыхăну тытсах тăма тăрăшаççĕ. Тепĕр тесен, тăван шкул вăл унта пĕлÿ пухакан çыншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех шутланнă, халĕ те шутланать, малашне те шутланĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хушшинчи çыхăну, хутшăну вăхăтлăха çеç тăсăлакан япала мар, ĕмĕрлĕхех пырать вăл.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн районти 16 шкулта (9 вăтам, 6 тĕп, 1 пуçламăш) мĕнпурĕ 2593 ача пĕлÿ пухнă. Вĕсенчен 214-шĕ пĕрремĕш хут шкула пынисем. Кăçал вара пĕрремĕш классенче 240 ача парттăсем хушшине лармалла. Вĕсемшĕн пурнăçри чи яваплă тапхăр пуçланать темелле. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ, шкула пĕрремĕш хут ура ярса пуснă кун, ачашăн çакă ĕмĕрлĕхе асра юлмалли самант пултăр тесен пирĕн, аслисен, ашшĕ-амăшĕсен, учительсен хытă тăрăшмалла. Пĕлÿ уявĕнче уйрăмах тимлĕрех пулмалла.
Кирек мĕнле уяв умĕн те ытларах ырри, лайăххи пирки калаçма кăмăллă. Пĕлÿ кунĕ çывхарса çитнĕ май вара, районти пултаруллă та тăрăшуллă педагогсен ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан шкулсен ячĕсене палăртма аван. Ун пеккисем вара Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче те сахал мар. «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртсе пынă май, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса вĕсем кулленхи ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Акă, хулари 1-мĕш номерлĕ шкул-гимнази, Октябрьскипе Шур-шăлти вăтам шкулсем çавăн пек конкурссене хутшăнса Раççей шайĕнче çĕнтерме пултарчĕç, пĕрер миллиона тивĕçрĕç. Çак çĕнсе илнĕ укçапа çĕнĕ вĕренÿ оборудованийĕсем илме пултарчĕç. Хулари пĕрремĕш номерлĕ шкул-гимнази учителĕсем Н. Листенева, А.Ильина, Г. Голыгина, Г. Краснова, Шуршăл шкулĕнче ют чĕлхесене вĕрентекен Л. Сидорова Раççей Президенчĕн грантне илессишĕн ирттернĕ конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, вĕсенчен кашниех çĕр пин тенкĕ тивĕçнĕ.
Районти шкулсен пурлăх бази çулсеренех пуянланса пырать. Халĕ вĕсенче 198 компьютер, вĕсенчен çуррине яхăн вĕр çĕннисем. Географи, ют чĕлхесен, хими, биологи, вырăс чĕлхи, физика, математика кабинечĕсем валли база шкулĕсене чылай çĕнĕ оборудованисем илсе килнĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи пуçламăш классем валли çĕнĕ сĕтел-пукан çителĕклех туянса панă. Кунсерен районти 52 ялтан вĕренекенсене «Шкул автобусĕсем» база шкулĕсене пĕлÿ пухма илсе çÿреççĕ. Паянхи кун тĕлне районта ун пек автобуссем 11. Кăçал тата тепĕр иккĕ хутшăнмалла. Вĕсене Чăнкассипе Шĕнерпуç тĕп шкулĕсене пама палăртнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленсе районти чылай шкулсенче строительствăпа юсав ĕçĕсене йĕркеллĕ туса ирттернĕ, анчах та çакăн çине ÿрĕк-сÿрĕк пăхакансем те çук мар. Уяв умĕн вара çитменлĕх-семпе кăлтăксем çинчен калаçар мар, пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламласа ырлăх та сывлăх сунар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн те яланах такăр пултăр!
С. КУЛИГИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)