23 августа 2008 г.
Иртнĕ юнкун пĕрлĕхлĕ информаци кунне пирĕн района Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕ Р. Лизакова та килсе çитрĕ. Чăн малтанах вăл районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче библиотека, музей тата Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Калаçу республикăн тата районăн 2008-мĕш çулхи 1-мĕш çурçуллăхăн социаллă тата экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тавра пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра экономика аталанăвĕ пурах. Кашни яла çитме хытă сийлĕ çул хывăнать, социаллă сферăра та тĕрлĕ объектсем тăваççĕ, шалу укçи пĕлтĕрхипе танлаштарсан 37, 2: ÿснĕ, ялхуçалăх продукцине туса илес ĕç – 101, 8: ÿснĕ. Пирĕн районта вара налог пуçтарасси чакнă, тухăçсăр ĕçлекен предприятийĕсем –40:. Çакă та, паллах, района «ура хурать», ытти районсем хушшинче 15-мĕш вырăнта халĕ эпир. Пĕлтĕр вара, 2007-мĕш çулхи пĕрремĕш çурçуллăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пирĕн район 8-мĕш вырăнта пулнă.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=220505&p_date=23.08.2008&date=23.08.2008