23 августа 2008 г.
Урхас Кушкă ял хутлăхне кĕрекен пĕчĕк те тăпăл-тăпăл Йĕрĕхçырми çыннисене вара информаторсем (йыша вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ О. Леонтьев та хутшăнчĕ) сăмах илнĕ хыççăн ялхуçалăх çĕрĕсем çинчи çĕр пайĕсен хуçи пулас ыйту вăрах та тĕплĕн калаçтарчĕ. Шел пулин те, ку ыйтупа ăнлантару ĕçĕсене ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем те, ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçисем те кирлĕ пек туса пымаççĕ пек туйăнать, мĕншĕн тесен халăх, тĕслĕхрен, Сĕнтĕрпуç ял поселенине кĕрекен ялсемсĕр пуçне, хальлĕхе шăплăхра, ятарлă саккуна пурнăçласа мĕн тумаллине чухламасть.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=220509&p_date=23.08.2008&date=23.08.2008