Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕ савăнчĕ

23 августа 2008 г.

Нумаях пулмасть пирĕн редакцинче Нарат Чакки ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ А. Журавлева пулчĕ. Вăл акă мĕн каласа пачĕ: «Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Нарат Чакки ял уявне паллă турĕ. ¤на Нарат Чаккин пĕрремĕш чиркĕвне туни 260 çул çитнине халалланă. 1748 çулта çĕкленĕ чиркÿ çунса кайсан, ун вырăнне йывăçран хăпартнă, анчах та палăртман сăлтавсене пула вăл та кĕлленнĕ. Вара 1910 çулта халăх тата прихожансен вăйĕпе кирпĕчрен çĕнĕ чиркÿ хăпартма пуçланă. Çичĕ çул хушшинче тума палăртнăскере пилĕк çултах çĕкленĕ. Па-лăртса хăвармалла – растворне ял айккинчи çырмаран илнĕ тăмран тата халăхран пуçтарнă çăмартаран çăрнă. 1915 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Михаил Архангел кунĕнче (чиркÿ шăпах унăн тата Казански Турă амăшĕн ячĕпе хисепленсе тăрать) çветить тунă. Чи çÿлти çавра тăррине вырнаçтарма темиçе çын та хăтланса пăхнă, анчах та Ваçликасси çынни В. Тимофеев кăна хăпарса ĕçе ăнăçлă пурнăçланă. Вăл çÿлте пулнă чух, ăна халăх «ку кайăк пек çÿрет» тесе каланă пулать, тет. Çак ĕçсене йĕркелекенĕ çав вăхăтри Алексей Богатырев пачăшкă пулнă. Вăл пĕр хушă шкулта «Турă саккунĕсене» те вĕрентнĕ. Хăй вара халăхпа яланах кăмăллă калаçнă, тет. Ачасем урамра кăшт ашкăннине курсан, питĕ сăпайлăн кăна вĕсене тăнлантарса хăварнă тесе аса илеççĕ хальхи ватăсем.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=220511&p_date=23.08.2008&date=23.08.2008

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика