16 августа 2008 г.
Ялхуçалăхĕ нушара пулнине палăртса «чан çапман» хресчене паян тупма йывăртарах пулĕ. Чăн та, çав тери йывăр çĕр çинче ĕçлеме, уйрăмах çурри ытла арканнă коллективлă хуçалăхсене тытса пыма. Нуша теес пулсан, унсăр хура çăкăрне те, шур кулачне те çиеймĕн, паллах. Çавах та вăхăт иртнĕçемĕн нушан та сăн-сăпачĕ улшăнать. Тĕкĕр витĕр пăхсан, паян ун çинче укçа-тенкĕ çитменлĕ-хĕпе çыхăннă пин-пин пăнчă. Юрать, юлашки тапхăрта патшалăх çав пăнчăсене «пăнтăхтарасшăн» майсем шырама ăнтăлать. Çакă ялхуçалăхĕ тăнчах ÿпне выртмасса шанма май парать, анчах мĕнлерех формăпа «чĕрĕлсе» кайĕ вăл. Кăна вăхăт кăтартĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=219670&p_date=16.08.2008&date=16.08.2008