16 августа 2008 г.
Ача чухнехи, тĕрлĕрен вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ вăхăтра, салтак службинче тата ытти çĕрте туслашса кайнă çынсем пĕр-пĕрне нихăçан та манмастпăр, пăрахмастпăр тесе сăмах параççĕ. Анчах пурнăçра чылай чухне ун пек пулмасть. Юлташсен, туссен темиçе çул хушши пĕрле пурăннă пулсан та тĕрлĕрен сăлтавсене пула уйрăлма тивет. Çавăн пек чухне пĕр-пĕринпе тĕл пулма темиçе çул каялла вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕсене ирттерни питех те пулăшать. Шкула нумай çул хушши курман туссем, юлташсем пырсан, вĕсем питех те савăнаççĕ, макăрса та, кулса та илеççĕ, сĕтел хушшине ларса пĕр-пĕрне хăналаççĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=219677&p_date=16.08.2008&date=16.08.2008