Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ООО «Маяк» халăх пурнăçне çăмăллатать

09 августа 2008 г.

Ыран пысăк уяв – строительсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей Федерацин хисеплĕ строителĕ ячĕсене тивĕçнĕ Алексей Александрович Шумов 17 çул каялла йĕркелесе янă тулли мар яваплă «Маяк» общество пирĕн районта чăннипех те чи сумлă строительство организацийĕсенчен пĕри шутланать. Асăннă коллектива виççĕмĕш çул ĕнтĕ, мăшăрĕ пекех, Г. Шумова ăнăçлă ертсе пырать. Галина Миновна, малтан темиçе çул директор заместителĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнăскер, экономика тата строительство енĕпе икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер, производствăна хальхи самана ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Ертÿçĕ тавра пултаруллă та умри яваплăха туйса ĕçлекен çынсем пĕр коллектива чăмăртанни те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума май парать. Акă, «Маяк» предприяти 2007-мĕш çул кăтартăвĕсем тăрăх республикăри строительствăпа çул-йĕр организацийĕсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=218768&p_date=09.08.2008&date=09.08.2008

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика