Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нацисем хушшинчи туслăх çирĕпех-ха

02 августа 2008 г.

Пирĕн тĕпелте паян Кушник ялĕнчи, унччен маларах хулара пурăннă, Анастасия Витальев-нăпа Виктор Платонович Петровсем. Асăннă ялта Шупашкар хула администраци çумĕнчи «Уяв» фольклор ансамбльне çÿренĕ хĕрарăм пурăнни çинчен илтнĕччĕ-ха. Унпа тĕл пулса калаçас шухăш та пĕрре мар çуралнă. Пирĕн телее, Петровсем эпир пырса кĕнĕ чухне ки-лĕнчехчĕ. Тин çеç пуçтарса килнĕ утта вырнаçтаратчĕç, ĕшĕннĕскерсем çамки çинчи тарне шăла-шăла илеççĕ, çапах та пирĕнпе калаçма хирĕç пулмарĕç.

– Ялта, куçса килсенех, чăнах та, хăнăхма питĕ йывăрччĕ. Юрăсăр пурăнма пĕлместĕп эпĕ. «Уяври» тус-тантăшсемсĕр те питĕ кичемччĕ. Манăн çинçе сасă пулнăран ялан каялла хулана чĕнетчĕç. Ара, пирĕн пурин те пĕр интерес, пĕр тĕллев пулнă-çке. Кайран вара, майĕпен, хăнăхрăмăр. Вырăс халăхĕн йăли-йĕркине те вĕренме тытăнтăмăр, – тăсрĕ сăмахне Анастасия Витальевна.

Петровсем Кушник ялĕнче 2002 çултанпа çеç пурăнаççĕ пулсан та ялта вĕсене пурте хисеплеççĕ.

Паянхи материалта çакна та каласа хăварас килет, кичемлĕх пусса илсен ăна сирсе яма пĕлмелле. Çакăн пек принципа тĕпе хурса пурăнаççĕ те Петровсем тата Кушник çыннисем. Çапла вара, ялта халĕ пултарулăх коллективĕ те йĕркеленет тесе калас килет, унта çÿреме кăмăллакансем те чылай. Апла пулсан, культура пурнăçĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе пырать. Халăх пĕрле пухăнса юрлать, ташлать, вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттерме тăрăшать. Вырăссен авалхи йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе ярассишĕн те, тĕрлĕ уявсенче пĕрле пухăнма та тăрăшаççĕ кушниксем.

Акă вырăс халăхĕн «Хурăн» («Березка») текен уявне паллă туниех мĕне тăрать. Вĕсем пĕрле пухăнса хурăн йывăçне тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе, хăмпăсемпе илемлетеççĕ, ун тавра тăрса ташлаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ.

Кăçал та çак уява ирттерме халăх ял çумĕнчи тÿреме пухăннă. Сумлă çулсенчи Мария Мельникова ыратакан урисем япăх утнине пăхмасăрах çак мароприятинчен тăрса юлма пултарайман. Шăлне çыртса та пулин вăйă картине тăнă вăл.

Сăмах май каласан, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ, уявĕсем те вĕсен расна. «Хурăн» уява çимĕк хыççăнхи вырсарникун (День Св. Троицы) паллă тăваççĕ. Авал çак кун кантăксене, çуртсене, хапхасене хурăн тураттисемпе илемлетнĕ, чир-кÿри службăра та вĕсемпех тăнă. Хурăн туратти çынна сывлăх кÿрессе, уншăн сиплĕ пуласса ĕненнĕ вырăс халăхĕ. Кунсăр пуçне пурте пĕрле ларса апатланнă, пуç кăшăлĕсем хатĕрлесе вĕсене шыва ярса юмăç янă.

Шел пулин те, паянхи кун тĕлне çак уявăн пур элеменчĕ те упранса юлайман, анчах та кушниксем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вырăс халăхĕн йăли-йĕркине упрассишĕн, çĕнĕрен чĕртессишĕн тăрăшни тем пекех паха. Петровсем, чăвашсем пулсан та, вырăс йăл-йĕркинчен пăрăнмаççĕ. Апла пулсан, нацисем хушшинчи туслăх çирĕпех-ха.

Е. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика