Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи ăнланăва нимĕн те çитеймĕ

02 августа 2008 г.

Çапла, ялсенче шыв пăрăхĕсем хураççĕ, колонкăсем лартаççĕ, çĕр айне кабель хурса урамсенче телефонсем вырнаçтараççĕ. Сăмахран, çак телефонпа районти васкавлă пулăшу паракан, пушар хуралĕн, газ хăрушсăрлăхĕн, милици службисене хăвăрт чĕнсе илме пулать. Кĕскен каласан, пирĕн Ваçликасси ялĕнче те асăннă ĕçсене туса ирттереççĕ. Хуракассипе Ваçликасси хушшинчи çула тума тытăнчĕç, хăватлă бульдозерсем, экскаваторсем, катоксем ĕçлеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен миллионшар тенкĕ уйăраççĕ. Эпир, Афганистанра паттăррăн çапăçса пуç хунă А. Овчинников ячĕллĕ урамра пурăнакансем, ырă ĕçсене курса савăнатпăр, çав хушăрах вĕсене вырăнти халăхпа сÿтсе явманшăн, унăн сĕнĕвĕсене шута илмесĕр тунишĕн кÿренетпĕр те.

Акă, пирĕн ялта колонкăсенче шыв пурччĕ, анчах темшĕн пирĕн урамри шыв башнине чи çÿллĕ вырăнтан тепĕр урама аялти вырăна куçарса кайрĕç. Шупашкартан автокран тытса пысăк автомашинăпа тиесе кайсах вырнаçтарчĕç. Çапла, пирĕн А. Овчинников урамне шыв килме пăрахрĕ...

Ялта станционарлă телефон вырнаçтарчĕç. ¤на ял вĕçне мар, магазин умне лартмаллаччĕ, унпа çĕрлехи пушар дозорĕсем, пулăшу кĕтекен ытти çынсем меллĕн усă курнă пулĕччĕç. Телефона кăçалхи май уйăхĕнчех вырнаçтарнă пулин те унпа усă кураканĕ çук.

Хуракассипе Ваçликасси ялĕсене çыхăнтаракан çул валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ чух çуркуннехи юр тата вăйлă çумăр шывĕсене çул айĕпе юхтарса яма пăрăх вырнаçтарма пăхса хăварман. Шыв пуçтарăнса капланакан вырăнта типĕ çанталăкра та автомашинăсем лакса лараççĕ. Магазина кунсерен çăкăр тата ытти тавар турттаракан водительсем пайтах нуша тÿсеççĕ. Çавна пула яла çăкăрĕ те икĕ, тепĕр чух виçĕ кунтан тин çитет.

...Асăннă пăрăха кирлĕ вырăна хурса хăвармасан çĕнĕ çул хăй халлĕн ванса пĕтĕ, çак урамри чылай çынсен çурт-йĕрĕсене, пахчисене шыв юхтарса сиенлеме пултарĕ...»

Кĕскен палăртсан, çапларах содержаниллĕ çыру илтĕмĕр эпир Ваçликассинче пурăнакан Н. А. Ласточкинран. Пĕтĕ-мĕшле автор вырăнти влаç органĕсен, депутатсен халăхпа пуçтарăнса, тĕл пулса, унăн сĕнĕвĕсене те шута илсе ĕçлемелли пирки асăрхаттарать. Тата хускатнă ыйтусене татса пама «Пирĕн сăмах» хаçат пу-лăшасса шанать.

Пирĕн вырăнти влаç представителĕсене те, çыру авторне те кÿрентерес килмест, анчах та çакнашкал çырусем пĕр-пĕрне шанманлăхран çуралмаççĕ-ши тесе те шухăша каятăн тепĕр чух. Çапла, халĕ пуçлăха та халăха юрама çăмăл мар, халăхăн хăшпĕр пайĕ те влаçа ăнланасшăн, малтанах унпа пырса канашласшăнах мар. Кун пек чух çыхăнтаракан «кĕпер» вырăнĕнче эпир – ха-çатçăсем. Апла пулсан, çырура хусктнă ыйтусем пирки Хуракасси ял поселенийĕн пуçлăхĕн В. Терентьевăн шухăшне итлесе пăхар.

Çапла, Ваçликассинче хальхи вăхăтра колонкăсенче шыв çуккипе килĕшет вăл. Çакă мĕне пула килсе тухнă-ха. Хăй вăхăтĕнче, совет тапхăрĕнче, ялта 2 шыв башни пулнă. Ун чухне вĕсене вырăнти совхоз тăрăшнипе лартнă. Пĕри ÿкнĕ те ăна тимĕр-тăмăра ăсатнă. Совхоз ăна вăхăтра вырăнах вырнаçтарнă пулсан, тепĕр башньăна, тен, урăх çĕре ку-çарма та тивмен пулĕччĕ. Капла тума шыв пусăмĕ пысăк пулни, вăл тапса тăни хистенĕ-мĕн.

Шывпа тивĕçтересси электроэнергишĕн тÿлессипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ку укçана тÿлесе тăракансем ялта пит сахал пулнă, парăм суммине, тĕпрен илсен, ытти ялсен шу-чĕпе саплаштарнă. Каярах шыв насусне çунтарса янă. Унтанпа колонкăсенче шыв çук, анчах та çакă ял халăхĕ пач шывсăр ларнине пĕлтермест, паллах. Урамсенче – 7 обществăлла кулата, кунсăр пуçне килĕсенче кулатасемпе усă куракансем те йышсăр мар.

Газ хуракансем шыв пăрăхĕсене «туллани» те совет тапхăрĕпе çыхăннă. Ун чухне шыв пăрăхĕсене заказчик пулса ялхуçалăх предприятийĕ хуртарнă. 2 метр ытла тарăнăш вырăнне метр ытларахпах çырлахнă ĕç тăвакансем. Газ пăрăхĕ хуракансен вара 1 метр та 80 см тарăнăша тытса пымалла, çавăнпа шыв пăрăхĕсем мĕншĕн татăлни паллă пулма кирлĕ.

Телефонпа çыхăннă ыйтăва та Виталий Иванович инçетрен пуçласа ăнлантарма тытăнчĕ. Ун çинче пит чарăнас килмест, мĕншĕн тесен халĕ ял урамĕнче вырнаçтарнă телефон патне ял поселенийĕ нихăш енчен те «çыпçăнман» темеле. Ку ĕçе хăйсен проекчĕпе «ВолгаТелеком» организацийĕн подразделенийĕ пурнăçлать. Халĕ кашни виççĕмĕш çыннăн хăйĕн мобильникĕ пуррине кура станционарлă телефонпа усă куракан сахалли паллă.

Çырури виççĕмĕш ыйтупа В. Терентьев ял халăхне лăплантарчĕ, капланакан шыва юхтарса ямалли пăрăха çул тăвакансем хурса хăвараççĕ. Çулĕ пирки каласан, ăна Ваçликасси айккипе ахалех асфальтлă трасса иртет тесе тума планламан. Шăпах вырăнти администраци тăрăшнипе строительство пуçланнă та. Çулĕ вара ялти магазин урамнех çитмелле.

Строительство теминчен аякка каймасăр ялта икĕ çырмана пĕрлештерекен кĕпере йĕркеленине асăнмалла. Кунта В. Кузнецов хастарлăх кăтартнă. Çамрăксене ĕçе пĕтĕçтерессипе ялта Л. Никитина староста та тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла. Апла пулсан, ял тĕлĕрмест, çывăрмасть.

Паллах, шыв проблемине татса парасси юлать. Халиччен укçа-тенкĕ çитменнипе шывпа тивĕçтерес проектсене «ĕçлеттереймен», малалла вĕсем вырăнтан тапранмалла. Çакна палăртрĕ Хуракасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Унăн хуравне эпир кĕскен илсе кăтартрăмăр. Çакăнпа пĕрле влаçпа халăх пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшса пуласлăхшăн пĕрлехи вăйпа вăй хурасса пирĕн çав тери шанас килет.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика