Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ хваттерсем хуçисене кĕтеççĕ

02 августа 2008 г.

Сĕнтĕрвăрринчи Курчатов урамĕнчи 17-мĕш çурт паянхи кун тĕлне хулари пурăнмалли çуртсенчен чи çĕнни. Хальлĕхе кунта никам та «тымар яман-ха», анчах вăл, ĕçсем йĕркеллĕ пырсан, тепĕр ик-виç уйăхран çемьесене йышăнĕ, ача-пăча сассипе тулĕ.

32 хваттерлĕ çурта «Посад» тулли мар яваплă пĕрлешÿн вăйĕпе çĕкленĕ. Кунта 19 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Тĕрĕссипе каласан, объект хута яма хатĕрпе пĕрех. Шалти ĕçсене туса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Çурт çывăхĕнчи лаптăка типтерлесси тата газ пăрăхĕсем хурасси çеç юлнă. Анчах та палăртнă ĕçсене тума тата 1,5 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Ку хисепе район бюджетĕнчен уйăрмалла. Вăхăтра укçа куçарса паманни строительство ĕçĕсене чылай тытрĕ, татах та тытма пултарать.

– Ку çурта эпир «Кивĕ çурт-йĕр» федераллă программăпа килĕшÿллĕн турăмăр, - палăртрĕ «Посад» директорĕ А. Афанасьев. – Район влаçĕ пулăшсан, ăна эпир авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма пултаратпăр. Çук-тăк, çынсем çĕнĕ хваттерсене куçасси килес çулчченех тăсăлса кайма пултарать. Паллах, кун пек ан пултăрччĕ. Кунта куçакан çемьесен списокĕ те хатĕр. ¤на район хаçатĕнче пичетлеме палăртнă.

Александр Николаевич строительсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех турĕç, чунне парсах ĕçлерĕç, тесе палăртрĕ. Уйрăмах Геннадий Николаевич Михайлов бригадир ятне ырăпа асăнчĕ. «Вăл тăрăшнипе стройка ĕçĕсем кал-кал, ертÿçĕ панă хушусем вăхăтра пурнăçланса пычĕç», – терĕ вăл.

Корреспондента çурт ăшне кĕрсе курма та тÿр килчĕ. Çутă, таса та хăтлă пÿлĕмсем кĕтеççĕ кунта пурăнма куçас текенсене. Вĕсене, нумай çул хушши кивĕ те хăтсăр çуртсенче нушаланса пурăннăскерсене, кунта çăтмахри пек пулĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика