Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыратать-ши чунĕ куккук-амăшĕн...

02 августа 2008 г.

Çĕнĕ Шупашкартан Сĕнтĕрвăрри хулине çула тухнă автобус черетлĕ чарăнăва çитсен унтан алла икĕ-виçĕ уйăхри пепкене тытнă çамрăк хĕрарăм анса юлчĕ. Салонра ларакансенчен хăшĕ-пĕрисем ун çине малтанах тĕлĕнÿллĕн пăхса пычĕç-ха, лешĕ Шуршăл пăрăнăçĕнчи чарăнура анса юлсан, ăна паллакансем хыттăнах калаçма тытăнчĕç. «Каллех çуратнă вĕт, ку ачине те пăрахса хăварать-ши ĕнтĕ яла. Чăн-чăн куккук-амăшĕ», – тени ман хăлхара чылайччен янăраса тăчĕ. «Мĕншĕн-ха çак çулланнă хĕрарăмсем çамрăк ача амăшне çав териех хытă «кăшлаççĕ», мĕн сăлтава пула «айăпа кĕнĕ-ха» вĕсен умĕнче алла нумаях пулмасть кун çути курнă пепкене тытнăскер.» – çапларах ыйтусем явăнчĕç ун чухне ман пуçра. Вĕсен тупсăмне пĕлес тесе эпĕ чăтса тăраймарăм, хĕрсе калаçакансем çывăхнерех куçса лартăм.

...Ленăна вăрçмалли сăлтавсем чăнах та нумай иккен. Виçĕ çул каярах çак çамрăк хĕрарăм хăйĕн çичĕ çулхи ывăлĕпе виçĕ çулхи хĕрне эрех-сăрапа иртĕхекен упăшкипе яла хăварать те, хăй, «вăрăм укçа» ĕçлесе илме тесе, Мускава тухса каять. Çак хушăра вара вăл тăван тĕпренчĕкĕсен пурнăçĕпе пĕрре те интересленмест, тăван яла килсе те курăнмасть, ывăл-хĕрне çи-пуç та, апат-çимĕç те илсе памасть, вĕсем çинчен пач манса каять. Тăван ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăххăн ÿсекен Аняпа Алеша сахал мар нуша кураççĕ, тепĕр чух, сĕтел çинче çăкăр та пулман вĕсем валли. «Хаяр шĕвекпе» туслашнă ашшĕ çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçсе çÿренĕ, ачисем выçăлла-тутăлла пурăнни интереслентермен ăна. Малтанах, ватă асламăшĕ пыра-пыра пăхкаланă чухне, аптрамасть пурăннă-ха вĕсем, анчах вăл çĕре кĕрсен апăршасемшĕн чăн-чăн тамăк пуçланнă, ачасем хушăран ыйткалама та çÿренĕ. Алеша ялти нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче те çĕр каçнă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Ял çыннисем çак мĕскĕнсене хĕрхенсе апат-çимĕçне те, çи-пуçне те пама шеллемен. Анчах пурпĕр вĕсем ашшĕ-амăшĕ вырăнче пулайман ĕнтĕ.

Район администрацийĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен аслă специалист-эксперчĕ Мария Захаровна Логинова каланă тăрăх вĕсем патне çак усал хыпар тахçанах çитнĕ пулнă, ку йĕркесĕр çемьепе чылай вăхăт хушши «ĕçленĕ». Тăван тĕпренчĕкĕсене кирлĕ пек пăхманшăн Мишапа Ленăна ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă. Халĕ Алешăпа Аня пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Вĕсем тăван ашшĕ-амăшĕ çинчен аса та илмеççĕ, урăх çемьере çи-тĕнеççĕ. Хăйсене ăшшăн юратса пăхнине пĕчĕккĕ пулин те лайăх ăнланаççĕ. Тăван амăшĕ тата тепĕр пепке çуратни çинчен илтнĕ-ха вĕсем, анчах хăйсен пĕчĕк шăллĕне пĕрре те курман. Ялти сас-хура тăрăх Миша виçĕ çула яхăн «çухалса пурăннă» мăшăрне чышкăпа кĕтсе илнĕ, лешĕ сĕтел çине «çуттине» кăларса лартсан виççĕмĕш ачине, Мускавран илсе килнине ĕнтĕ, хăйĕн хушаматне пама килĕшнĕ, имĕш.

Ирĕке вĕреннĕ куккук-амăшĕ ялта нумай пурăнман, йăмăкĕн упăшкине астарнă та, унпа хулана тухса кайнă. Юрать-ха лешĕн арăмĕ вăхăтра «асăрханă» çакна, мăшăрне çавăртсах тăван киле илсе килнĕ.

Эй, мăнтарăн тĕнчи! Мĕн кăна пулса иртмест-ши çак пурнăçра. Аслисем йĕркеллĕ пурăнма пĕлменнишĕн мĕн чухлĕ ним айăпсăр ача шар курать, тăван ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăххăн ÿсет. Акă, пирĕн пĕчĕк районта кăна пĕлтĕр 20 ачан ашшĕ-амăшĕ хăйĕн прависемсĕр тăрса юлнă, кăçалхи ултă уйăхра вара ун пеккисем 10 яхăн. Кунта манăн ытларах хĕрарăмсене, амăшĕсене вăрçас килет. Мĕнле чунпа, мĕнле майпа тăван тĕпренчĕкĕсене пĕр шелсĕр пăрахса хăварма пултараççĕ-ха вĕсем. Нивушлĕ хăйсем кун çути парнеленĕ пепкисемшĕн пĕрре те чун ыратмасть вĕсен. Акă, çÿлерех асăннă Ленăнах илер-ха (чăн та, паллă сăлтава пула ячĕсене улăштарнă), нивушлĕ çак хĕрарăмăн Аняпа Алешăна аса илсен пĕрре те чунĕ хурланмасть. Тата икĕ ачине пĕр шелсĕр пăрахса хăварнă куккук-амăшĕн виççĕмĕш пепкине те çапла телейсĕр шăпа кĕтме пултарни шухăшлаттарать...

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика