02 августа 2008 г.
Питех те яваплă тапхăра ура ярса пусать хресчен. Вырма уншăн паянхи кун çеç мар, ыранхи хырăм тутти те, çавăнпа та тырпула йĕркеллĕ пуçтарса кĕртесси кашни ялху-çалăх предприятийĕшĕн, хресченпе фермер хуçалăхĕшĕн питех те çивĕч тăрать. Çунтармалли-сĕрмелли материал хакĕ ялхуçалăх сезонĕнче ÿсни, техникăн запас пайĕсем хакланни çĕр ĕçченне самай ура хурать, тырпул хакĕ те тепĕр чух тивĕçтерсех каймасть пулин те вырма пуç усма вăхăт памасть. Çакна шута илсе çак эрнере районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тухрĕç те. Ĕççие чи малтан А. Г. Николаев ячĕллĕ ООО пуçларĕ. Кĕр тыррисем çине вăл «уй-хир карапĕсене» техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларсанах илсе тухрĕ темелле. Ку мероприяти çак ытларикун пулса иртрĕ.
Техника бази шуршăлсенни пек çĕнелекенни районти ялхуçалăх предприятийĕсем хушшинче çукпа пĕрех. Çав хушăрах тырпул пуçтаракан çĕнĕ комбайн кунта виçĕмçул кăна килсе çитнĕччĕ. «Енисей-967» маркăллăскер вырмара ĕçлемен мар, анчах ăна йĕркелештерсе çитересси паянхи кун та проблемăсем кăларса тăратать-мĕн. Комбайнăн гаранти срокĕ тухман пулин те ăна яваплă организаци тивĕçтересси пулсах пыманнине ăнкарса илме май пачĕ ху-çалăхăн тĕп инженерĕ А. Антонов. «Хамăрсăр пуçне никама та шанасси çук. ¤ста алăллă «кулибинсем» хамăр хушăрах пур. Вырмана кăлармалăх ха-тĕрлесе çитернипе пĕрех ĕнтĕ», – палăртрĕ вăл.
Чăн та, пĕр енчен çĕнĕ комбайн пурри аванах. Кунта комбайнер руль тытса пынисĕр пуçне ытти процессене кнопкăсене пусса экран çинче тĕрĕслесе тăрать, анчах та яваплисем гаранти условийĕсене тытса пыманни кăшт кăмăла пăсать, паллах.
Хальлĕхе шуршăлсем вырмара икĕ комбайна – «Енисейпе» «Дона» ĕçлеттерме палăртнă. Кивелсе çитнĕ «Нива» маркăсенчен хăпнă. Финанс лару-тăрăвĕ май парсан, тен, кăçалах тепĕр «уй-хир карапĕ» те хутшăнĕ.
Икĕ комбайна, тĕпрен илсен, Анкудиновсен çемье экипажĕ тытса пырать. Николай Иванович çемье пуçлăхĕ, ĕмĕр тăршшĕпе тенĕн асăннă хуçалăхра тăрăшаканскер, И. Школьников пулăшаканпа пĕрле кивĕ «Дона» ĕçлеттерет. Вырмана пĕр çул çеç мар хутшăнакан Сергей ывăлĕ Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш ПУ-не пĕтернĕ Алексей шăллĕпе çĕнĕ «уй-хир карапĕ» штурвалĕ умне лараççĕ.
Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Е. Еландаев тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра комбайнсене ĕçлев тата пушар хăрушсăрлăхĕ енчен епле тивĕçтернине тимлерĕ. Сăлтавĕ паллă, ĕççи вăхăтĕнче техникăна эксплуатацилес йĕркене пăхăнманнипе республикăра çын вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Çавăнпа та хăйăр тултарнă ещĕксемсĕр тата ытти кирлĕ хатĕрсемсĕр пуçне комбайнерсене сахалран та 2 огнетушительпе тивĕçтермелле. А. Г. Николаев ячĕллĕ ООО тĕп инженерĕ А. Антонов вара вĕсем виççĕ таранах пуласса асăнчĕ. Çапла, Шуршăл комбайнерĕсем вырмана тухма йĕркеллĕ хатĕрленсе çитнĕскерсем, ĕçлеме ирĕк паракан документа алла илчĕç.
«Звезда» СХПКн опытлă комбайнерĕ В. Федоров та техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн «допуск» текен хута çийĕнчех илчĕ темелле. Шел пулин те, урхаскушкăсем хальлĕхе 3 çул каялла лизинг майĕпе туяннă комбайна кăна хатĕрлесе çитернĕ. Киввисенчен тепри те пулин уя тухасси çав тери ик-кĕлентерет, мĕншĕн тесен хуçалăхра кирлĕ кадрсем юлманпа пĕрех.
«Рассвет» ОООра кă-çалхи вырмана 3 комбайн кăларма палăртаççĕ. Кунта кадрсем тупнă пĕлтĕрхи пекех ĕççие карапашсене явăçтараççĕ. Тĕрĕслев комиссийĕ çитнĕ кун вĕсем «уй-хир карапĕсене» юсатчĕç. Анчах çав тери кивелсе çитнĕскерсене çулсерен темĕн пек юсасан та вырмара çухату тÿсесси куç-кĕрет, эксплуатаци срокĕ тах-çанах тухнăскерсемпе малалла каяймăн. Паллах, ку тĕлĕшпе хуçалăх ертÿçи В. Плотников лару-тăру аванланмаллине асăнчĕ. Кунта укçа хывма кăмăл тунă инвесторсен бизнес-проекчĕпе хуçалăх реорганизациленмелле, çакăнпа пĕрлех çĕнĕ техника та килсе çитмелле. Çак кĕтнĕ самант вырма тапхăрĕнче пулса иртсен темĕн пекехчĕ.
Хальлĕхе вара хуракассисен комбайнерĕсем пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене туса çитерейменччĕ-ха. Техникăна пĕлтĕрхи топливо каяшĕсенчен йĕркеллĕ тасатман, кунсăр пуçне комбайн-сен çулăм хыпасран хÿтĕленмелли кожухсем çук, вĕсене кивĕ тимĕр листисенчен касса кăларса вырнаçтарасси кăткăсах пулмалла мар.
«Восток» СХПКра та юсав ĕçĕсем пурнăçланатчĕç çеç. Турханкассинчи машинăпа трактор паркĕ 2 комбайн ха-тĕрлет, Сĕнтĕрпуçĕнче вара юсавран шуршăлсенчен маларах туяннă «Енисей» комбайн тухмалла.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)