Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр комбинатне «преступниксенчен» хăтарчĕç

02 августа 2008 г.

Иртнĕ кĕçнерникун районта гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăннă вĕрентÿ иртрĕ. Ирхине 7,00 сехетре кун çинчен райадминистрацин, тĕрлĕ организацисен, аварисенче пулăшу паракан пĕрлешÿсен ертÿçисене пĕлтернĕ. Ун хыççăн çак мероприятие ертсе пыракан, район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю. Челейкин канашлу ирттерчĕ, çавăн пекех çак кунăн тĕп задачисене палăртрĕç.

Тĕп мероприятисем Сĕнтĕрвăрринчи райбольница, çăкăр комбиначĕ тата спирт завочĕн таврашĕнче иртнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕрентĕве горгаз, пушар служби, шалти ĕçсен пайĕн тата больница ĕçченĕсем хутшăннă. Кунсăр пуçне, пирĕн района Президент администрацийĕн,Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану тата Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствисен, Чăвашпотребсоюз представите-лĕсем, республикăн ытти районĕсемпе хула администрацийĕсен граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру уйрăмĕсен ертÿ-çисем те килсе çитнĕ. Çавăн пекех республика хăнисем предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, курса çÿрерĕç.

Чи кăсăклă самантсенчен пĕри çăкăр комбинатĕнче пулса иртрĕ. Кунта районти шалти ĕçсен пайĕн, «Васкавлă пулăшу» тата пушар службин ĕçченĕсем предприятие преступниксенчен мĕнле хăтарассине кăтартса пачĕç.

Е. Тихонова.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика