02 августа 2008 г.
Юнкун райадминистрацин пухусем ирттермелли залĕнче район депутачĕсен пухăвĕ иртрĕ. Районăн 2008 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхĕн бюджетне ăçта тата мĕнле усă курни, Депутатсен пухăвĕн «Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн 2008 çулхи бюджечĕ» çинчен калакан йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен администрацин финанс уйрăмĕн ертÿçи Г. Изосимова тухса калаçрĕ.
Депутатсен шухăшĕсем те нумай

Депутатсене ялхуçалăх мĕнле аталанса пыни, унпа çыхăннă ыйтусене пухусенче сайра пăхса тухни те пăшăрхантарать иккен.
Çавна май, вĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрĕç, ял хуçалăхне çеç мар, администрацин тĕрлĕ уйрăмсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарни те питĕ кирлĕ, вĕсен ертÿçисем тухса калаçни вара пĕрре те ытлашши пулас çук.
Пухура ытти нумай ыйтусене те тишкерсе тухрĕç, çитменлĕхсене те, мĕн тумаллисене те палăртрĕç.
Е. ТИХОНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)