Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта халăха пăлхантаракан ыйтусем çине тĕплĕ хурав парассипе ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» иртрĕ.
Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева йĕркелесе пычĕ.Республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансене ытларах урама тухса çÿреме юраманнипе çыхăннă лару-тăру кăсăклантарчĕ.Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле районĕнче пурăнакан хĕрарăм дачăна çурхи ĕçсене ирттерме каясшăннине пĕлтерчĕ. Унăн ыйтăвне экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин хурав пачĕ. Хĕрарăмăн дачăрах пурăнма май пур пулсан, унтах юлмалла е килтен тухмалла мар тесе çирĕплетрĕ вăл.Ку енĕпе ыйтусем татах пулчĕç. Вĕсене пĕтĕмлетнĕ май, калаçăва хутшăннисем йĕркене пăсакансене штрафсем парĕç тесе пĕлтерчĕç.
Православи тĕнне ĕненекенсем çитсе пыракан кăчкă тата мăнкун уявĕсемпе çыхăннă службăсем чирĕксенче мĕнле иртесси çинчен ыйтрĕç. Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх службăсене тÿрĕ трансляци майĕпе килтен тухмасăрах хутшăнма пулать.Кăчкăсене волонтерсем çынсем патне илсе çитерĕç.
Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене тата транспорт чарăнăвĕсене дезинфекцилес енĕпе пыракан ĕçсемпе кăсăкланакансем те йышлăн пулчĕç калаçу вăхăтĕнче.
«Тÿрĕ линире» панă ыйтусене хуравсăр хăвармасса шантарчĕç калаçăва хутшăннисем, çавăнпа пĕрлех пурне те килте лармалли йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтрĕç .
Сĕнтĕрвăрри районĕнче коронавирус чирне контроль туса тăрас тĕллевпе йĕркеленĕ комисси ятарлă рейдсене тухса çÿрет.
Комисси коронавирус алхаснă вăхăтра района республика тулашĕнчен килекенсем патне тата сыхлав мерисене пăхăнманнисем патне уйрăмах тимлĕ пулчĕ. Ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче унăн пайташĕсем Сĕнтĕрвăрринче кăна мар, Октябрьскинч, Уракăвăра тата Малкашки ялĕсенче пулчĕç.
Акă пĕр хĕрарăм эпидеми тухичченех Мускава укçа ĕçлесе илес тĕллевпе тухса. Вăл çĕршыв тĕп хулинче вăй хунă вăхăтра коронавирус Чăваш Ене çитсе ĕлкернĕ. Чăваш Ене çитнĕ çĕре хĕрăрăм хăйне япăх туйма пуçланă. Вăхăт пĕтермесĕрех вăл тухтăрсем патне шăнкăравланă, хăйне Covid-19 йĕрме пултарнинчен хăранă. «Шурă халатсем» анализ илнĕ хыççăн çапла каланă: «Хальлĕхе килтен ан тухăр, хăвăра тата çывăх çыннăрсене пăшăрхантарса ан ларăр. Сирĕн анализсенче коронавирус йĕрĕсем тупăнсан, эпир шăнкăравласа пĕлтерĕпĕр». Халь вăл хăйне аванах туять, анчах врачсен сĕнĕвĕсене итлесе тăрать, çавăнпа та килтен тухмасть. Пробăсем илсе кайни темиçе кун та иртнĕ, анчах тухтăрсем шăнкăравламан, апла вĕсем коронавирус çуккине кăтартнă.
Тепĕр каччă комиссире тăракансене хула урамĕнче тĕл пулчĕ. Вăл çаппа -çарамас тата маскăсăр хула стадионне юлташне хирĕç тухнă. Каччă патшалăх заданине пурнăçлакансене хирĕçлемерĕ, актра çырнипе килешетĕп, саккуна пăхăнса ырантанпа вăхăта килте кăна ирттерĕп тесе алă пусрĕ. Çапах та çамрăк çын хăй мĕнле урамра пурăннине ăнлантарса параймарĕ. Çакна урăх хуларан пулнипе витме тăрăшрĕ.
Октябрьскинчи пĕр нумай ачаллă çемье пуçлăхĕ те Мускавранах таврăннă, анчах унпа тĕл пулма май килмерĕ. Унăн çемьи хăйĕнчен уйрăм хваттерте пурăнать, хăй вара вăл карантина ял тепĕр вĕçĕнче тытать, анчах темĕнле пулсан та çыхăнăва тухма килĕшмест. Апла пулсан та, мăшăрĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл патшалăх йышăннă нормăсене пăхăнать, пит-куçне маскăпа хуплать.
Кĕçнерникунран актсăр пуçне патшалăх органĕсен представителĕсем режима пăхăнмансене штраф пама пуçлĕç, унăн сумми вара 1000 тенкĕрен пуçаласа 30000 тенкĕне çитиччен. Асăрханăр, пысăк сăлтавсăр килтен ан тухăр. Урăхла май килмест пулсан вара, документ кăтартма хатĕр пулăр.