Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çул-йĕр ыйтăвĕсене сỹтсе явнă

08:49 17 ноября 2014 г.

Район администрацийĕнче автомобиль çулĕсене тытса тăрас тата ку енĕпе бюджет укçи-тенкипе усă курас ыйтусемпе канашлу иртнĕ. Унта районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, "Чувашавтодор" ОАО подряд организацийĕсен, "Марпосадский" Авторемзавод" ОАО ертỹçисем хутшăннă. Район администрацийĕн хула строительстви тата общество инфратытăмĕн аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ автомобиль çулĕсене тытса тăрас, ку енĕпе пурнăçланă ĕçсем çинче, 2015 çулхи ĕç планĕсене палăртас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Подряд организацийĕсем юлнă укçа-тенкĕпе çулталăк вĕçлениччен пурнăçлама палăртнă ĕçсене уçăмлатнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вара вырăнти автомобиль çулĕсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрас ыйтусене те хускатнă. Канашлура пăхса тухнă ыйтусене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев пĕтĕмлетнĕ. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлас енĕпе подряд организацийĕсемпе килĕшỹсем тума сĕннĕ.

О. ТИХОНОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика