Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Енре - Мускав çыравçисем

08:54 02 августа 2014 г.

 

Республикăна Раççей тĕп хулинчен писательсем, поэтсемпе куçаруçăсем тата ыттисем килсе çỹрени тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çапах та çак кунсенче Чăваш Ене Мускавран килсе çитнĕ пысăк делегаци чăннипех кăсăклану çуратать. Йышра - 11 çыравçă. Ушкăн ертỹçисем - Интернационал писательсен союзĕн тĕп офисĕн тĕп координаторĕ ỸпрезиденчĕỸ, литература продюсерĕ, драматург Александр Гриценко тата "Московская правда" хаçатăн информаци пайĕн корреспонденчĕ, "Бумажный ранет" радио-альманахăн тĕп редакторĕ, Никама пăхăнман авторсемпе издательсен союзĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Митрохин. Вĕсем палăртнă тăрăх - "Мускав тата Чăваш Ен пултарулăх çыннисем" фестиваль - Культура çулталăкĕнчи хăйне евĕрлĕ проект. Кунашкалли урăх регионта пулмасть. Çак хутшăну Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, писатель, поэт-куçаруçă Валерий Петровский пуçарăвĕпе тата ЧР Культура министерстви пулăшнипе иртнĕ. Иртнĕ ытларикун хăнасем Наци библиотекинче вулавçăсемпе тата Чăваш Енри çыравçăсемпе тĕл пулнă. Çыравçăсем çак кунсенче Етĕрнере çĕр каçнă май унти паллă вырăнсемпе те паллашнă. Районăн тĕп библиотекинче вулавçăсемпе тĕл пулнă, унтан СССР халăх артисчĕн Н. Д. Мордвиновăн çурт-музейне, Семяхинсен музей-усадьбине, районти ỹнерпе таврапĕлỹ музейне çитсе курнă. Çав кунах Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти вулавăшра та пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Мускав писателĕсене - "Пултарулăх çыннисем, Мускав тата Чăваш Ен писателĕсем" фестивале хутшăнакансене йышăннă. Михаил Васильевич хăнасене республика пурнăçĕпе паллаштарнă.

Н. СМИРНОВА.

(Кĕскетсе "Хыпар" хаçатран).

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика