08:39 02 августа 2014 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулни çинчен эпир район хаçатне вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ку çех те мар, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу çинчен районта пурăнакансем хăйсен шухăш-кăмăлне те хаçат урлă палăртма васкарĕç, çак пулăма пысăка хурса хакларĕç. Паянхи номерте те ку темăна малалла тăсса, Сĕнтĕрвăрри районне ертсе пыракан пуçлăхсене сăмах парас терĕмĕр.
Владимир МОРОЗОВ, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ:
- Утă уйăхĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президентне Владимир Путина Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕ пирки панă информацие хапăл туса йышăнтăмăр. Икĕ пуçлăх тĕлпулăвне сенкер экран çинче куç илмесĕр пăхса лартăмăр, çак пулăмшăн савăнтăмăр. Раççей пуçлăхĕ Михаил Васильевичăн ĕç-хĕлне ырланине, ăна шаннине хамăр куçпа пăхса ĕнентĕмĕр-çке. Чăваш халăхĕ хăйĕн авалтан пыракан уявĕсемпе, ташши-юррипе пуян, апла пулсан икĕ пуçлăх халăх йăли-йĕркине, культурине сыхласа хăварассине тĕпе хурса калаçни çак тĕлпулăва татах та пысăк сум кỹрет. Владимир Путин Михаил Васильевичпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни районта пурăнакан çынсен (пĕтĕм чăваш халăхĕн пекех) кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, çĕнĕ шанăçсем çуратрĕ.
Владимир ГРИГОРЬЕВ, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Пирĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулни, тỹрех калас пулать, республикăшăн питех те сумлă пулăм. Ку тĕлпулăва пурте кĕтнĕ, уншăн чунтанах савăнатпăр. Владимир Владимировичпа Михаил Васильевич ача сачĕсенчи черет ыйтăвĕ çинчен те тĕплĕн калаçрĕç. Сĕнтĕрвăрри районне илес пулсан, 3 çултан аслăраххисене пурне те ача сачĕпе тивĕçтернĕ. Çулталăк çурăран аслăрах ачасен черетĕнче паянхи кун тĕлне 29 пепке. Кăçалхи çул вĕçне федераллă пулăшу тивлечĕпе черет ыйтăвне татса парасса шанатпăр. Кунта çак ырă улшăну çинчен те каласа хăварни вырăнлă пулĕ. Кăçал районти пур ача садне те çулла та ĕçлеттерме пултартăмăр. Ашшĕ-амăшĕсем çакăнпа, паллах, питĕ кăмăллă пулчĕç.Иртнĕ çулсенче пирĕн районти ача сачĕсем çуллахи вăхăтра пĕрер-икшер уйăх ĕçлемен.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики