09:01 19 июля 2014 г.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2014 çулăн малтанхи 6 уйăхĕнче 138 ача (70 арçын ача тата 68 хĕрача) çуралнине регистрациленĕ. 2013 çулăн çав тапхăрĕнче вара 126 ача кăна çуралнă пулнă. Пĕр амăшĕ йĕкĕреш ачасем çуратнă. Халĕ çуралнă ачасен хисепĕ çемьери виççĕмĕш ачасен шучĕпе ỹснĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче районти çемьесенче 40 пĕрремĕш ача (иртнĕ çулхи çав тапхăрта 44) çуралнă. Çемьери иккĕмĕш ачасем - 57 (иртнĕ çулхи çав тапхăрта 55), виççĕмĕш ачасем 30 (иртнĕ çулхи çав тапхăрта 17) çуралнă. Халĕ çуралнă пепкесенчен 7-шĕ вара çемьере тăваттăмĕш ача (иртнĕ çулхи çав тапхăрта та 7 ача) шутланаççĕ. Виçĕ çемьере пиллĕкĕмĕш ача çуралнă (иртнĕ çулхи çав тапхăрта çавнашкал икĕ çемье кăна пулнă). Пĕр çемьере вара саккăрмĕш ача çуралнă (иртнĕ çулхи çав тапхăрта пĕр çемьере çиччĕмĕш ача çуралнă, 8 ача çурални пулман). Мăшăрланнине регистрацилемесĕр çуратнă ачасем 48. Çула çитмен амăшĕсем те пур - 3 çын. Сĕнтĕрвăрри хулинче 58 ача çуралнă. Ял тăрăхĕсене илес пулсан, Урхас Кушкă ял тăрăхĕнче чи нумай ача (20) кун çути курнă. Хуракасси ял тăрăхĕнче - 14 ача, Шуршăл ял тăрăхĕнче 10 ача çуралнă. Арçын ачасене ытларах Дмитрий, Максим, Артем ятсем панă, хĕрачасенчен Дарья, Анастасия, Анна, Ксения ятлисем ытларах. Ача ашшĕ кам пулнине палăртакан 39 акт çырнă (иртнĕ çулхи çав тапхăрта 21 пулнă). 2013 çулпа танлаштарсан, çемье чăмăртас шухăшлисем нумайланнă. Çулталăк пуçланнăранпа 90 мăшăра (иртнĕ çулхи çав тапхăрта 64) регистрациленĕ.
Л. НИКОЛАЕВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики