08:56 19 июля 2014 г.
2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри районĕнче вак тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен 574 тĕслĕхне регистрациленĕ, вĕсенчен 129-шĕ - пĕчĕк предприятисем тата 445 предприниматель. Иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, вак тата вăтам бизнес субъекчĕсем 4,4: чухлĕ чакнă. Çав шутра пĕчĕк предприятисен хисепĕ 5,7: ỹснĕ. Предпринимательсен шучĕ те 4: ỹснĕ. Пĕчĕк предприятисенче ĕçлекенсен хисепĕ 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1658 çын пулнă (çакă иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 2,3: ытларах). Вĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11053,4 тенкĕ ( иртнĕ çулхи шайран шутласан 126,4:) пулнă. Районти пĕчĕк бизнесăн тытăмĕнче экономика ĕçĕн тĕсĕсене илес пулсан, ваккăн тавар сутасси тата обществăлла апатлану маларах тăраççĕ. Çак сферăра ĕçлекен предприятисем - 27,5:, ытти йышши предприятисем (çав шутра пулăшу ĕçĕсен сфери те) 24,1: шутланаççĕ. Ялхуçалăх ĕçĕнчи пĕчĕк предприятисем нумай çул хушши ĕнтĕ çирĕп позици йышăнаççĕ теме пулать. Асăннă сферăра ĕçлекен пĕчĕк предприятисем 22,6: шутланаççĕ. Строительство енĕпе тата çуртсемпе сооруженисене юсас енĕпе ĕçлекен предприятисем 15,8: шутланаççĕ. Çакă пĕчĕк предприятисен пĕтĕмĕшле хисепĕн 10: чухлĕ пулать. 2014 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра вак тата вăтам предпринимательство енĕпе 17 субъект патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă (çăмăллăх условийĕсемпе 9,989 млн. тенкĕлĕх заем панă).
СĔНТĔРВĂРРИ РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ЭКОНОМИКА ПАЙĔ.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики