Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕр тыррисене вырма тытăннă

08:56 19 июля 2014 г.

 

Республикăри Çĕрпỹ тата Елчĕк районĕсенче çак эрнере кĕр тыррисене вырма тытăннă. Раççей Ялхуçалăх академийĕн Чăваш Енри наука-тĕпчев институчĕн работникĕсем вырман пĕрремĕш кунĕнчех 7 гектар çинчи тырра вырса çапнă. Гектартан 38 центнер тухакан тырă 26,6 тонна чухлĕ пулнă. Асăннă хуçалăх ĕçченĕсем вырма тапхăрне вăраха тăсасшăн мар. Елчĕк районĕнчи "Прогресс" ЗАОра тата "Яманчурино" ОООра вара кĕр тыррисемпе пĕрлех пăрçа та çулаççĕ. Халлĕхе "Прогресс" ЗАОра ăна 40 гектар çинче çулнă. Çакна палăртмалла, кăçал вырма тапхăрĕ пĕлтĕрхинчен пĕр эрне каярах пуçланнă. Анчах та 2013 çулта уйсене иртерех тухма республикăн ытларах регионĕсенче çанталăк типĕ тăни хистенĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен, палăртаççĕ çĕр ĕçлекенсем, 2014 çулта тырпул пухса кĕртесси иртнĕ çулсенчи шайрах пуçланнă.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЯЛХУÇАЛĂХ МИНИСТЕРСТВИ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика