Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » И. Моторин - Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче

08:53 19 июля 2014 г.

 

Виçĕмкун пирĕн района ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Борисович Моторин килсе çитрĕ. "Промкомплект" ООО уйрăм тăран предприяти умĕнче Шупашкартан килнĕ ĕçлĕ хăнана район пуçлăхĕ Владимир Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев, "Промкомплект" ООО предприяти менеджерĕ Надежда Гурьянова кĕтсе илчĕç. Надежда Александровна хăйĕн предприятийĕнчи ĕç-пуçпа паллаштарчĕ, кĕскен обществăн историне те асăнса хăварчĕ. Çак çамрăк хăйне евĕрлĕ предприяти хими, нефтехими, нефть уçлакан, тимĕр шăратакан, апат-çимĕç промышленноçĕ, ăшă тата атом электростанцийĕсем валли стандартлă мар оборудовани кăларать. Çĕнĕлле технологи (патентне Германире илнĕ) бронза тата ытти йышши металсен хутăшĕнчен шăратса çирĕп детальсем тума май парать. Предприяти технологи цехĕсене татах та анлăлатасшăн. Халлĕхе кунта 70 çын ĕçлет. И. Моторин тепĕр чарăнăва Кукашнире турĕ. Кунта вăл çывăх вăхăтра хута ямалли Культура çурчĕпе нумай хутлă пурăнмалли çурт (ăна кивĕ, авариллĕ çуртсенчен граждансене куçарас программăпа çĕклеççĕ) строительствипе паллашрĕ. Районти промышленноç объекчĕсемпе паллашнă май Иван Борисович Октябрьски райповĕн Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр комбинатне те çитрĕ. "Хальхи вăхăтра кунта 40 тĕрлĕ çăкăр, 50 ытла тĕрлĕ кондитер изделийĕсем туса кăлараççĕ", - каласа параççĕ Октябрьски райпо Канашĕн председателĕ Р. Почемовпа çăкăр комбиначĕн директорĕ Т. Совина. Пĕлтĕр çĕнĕ оборудовани илни предприяти кăларакан тавар пахалăхне ỹстерме, ассортимента пуянлатма май парать. 74 тĕрлĕ организацие ăсатаççĕ техĕмлĕ продукцие çăкăр пĕçерекенсем. Çул-йĕр юсавлăхĕ те кăсăклантарчĕ Министрсен Кабинечĕн председательне И. Моторина. Сăмах Атăлçи ял хутлăхĕнчи "Сĕнтĕрвăрри - Кушник" аслă çул пирки пырать. "Ку çулăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 11,847 км, вĕсенчен 8,074 километрне асфальтланă, 3,8 км çул сыпăкне вара гравипе çеç витнĕ", - каласа парать ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А. Архипов. - Кĕркуннепе çуркунне çак çул сыпăкĕ чăрмав кăларса тăратать. Экспертиза витĕр тухнă хыççăн асăннă çул 2015-2017 çулсем валли палăртнă адреслă инвестици программине кĕнĕ". Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕн çурт-йĕрне 2011-мĕш çулти чỹк уйăхĕнче туяннă "Вител" ООО та хăйне евĕр продукци - улма-çырла уксусĕ - туса кăларать. И. Моторин çак предприятипе те паллашрĕ. Çĕнĕ общество директорĕ А. Ильяшевский хăйĕн предприятийĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ, малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Халĕ предприятире 36 çын тăрăшать, улма-çырла уксусĕ туса кăларас ĕç анлăлансан кунта ĕç вырăнне 120 çын тупĕ. Çак кун Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи предприятисемпе, подряд организацийĕсемпе паллашнă хыççăн И.Моторин пурне те тухăçлă ĕçлеме ырă сунса хăварчĕ.

Г. ТРИФОНОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика