Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллă ỹнерçĕ тăван тăрăха хăнасемпе килсе кайрĕ

09:02 28 июня 2014 г.


Раççей Федерацийĕн Тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей ỹнер академийĕн член-корреспонденчĕ, искусствăпа наукăн Петровски академийĕн чăн членĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Петрович Рыбкин хăй çуралнă яла - Ваçликассине тата Сĕнтĕрвăрри районне час-часах килсе каять. Акă, çак кунсенче вăл тăван тăрăха Шупашкарти ỹнер училищинче вĕренекенсемпе килсе çитрĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи илемлĕ вырăнсене кăтартса çỹрерĕ, ỹнер енĕпе ятарлă уроксем тата пленэр ирттерчĕ.Студентсенчен нумайăшĕ практика ирттерме пирĕн тăрăха килме кăмăл турĕ.А.Рыбкинпа пĕрле училище преподавателĕсем Константин Викторович Кокель (паллă художник А.Кокель мăнукĕ) тата унăн мăшăрĕ Наталия Сергеевна пулчĕç.Вĕсем Нарат Чаккинчи чиркĕве те кĕрсе тухрĕçĕ Çак кунсенчен пĕринче А.Рыбкин тăван тăрăха татах хăнасем илсе килчĕ.Унпа пĕрле Шупашкарти Çветтуй Троицки арçын мăнастирĕн наместникĕ Василий Паскье архимандрит (вăл Францире çуралнă) тата Шупашкарти политехника институчĕн доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Ольга Юрьевна Сергеева килсе çитрĕç.Вĕсем чи малтанах Нарат Чаккинчи чиркĕве кĕрсе тухрĕç, Иван аттепе чиркĕве сăвапланăранпа (çветтить тунăранпа) çитес çул çĕр çул çитнине паллă тăвас ыйту тавра калаçрĕç.Асăннă ялти Людмила Данькован хăна çуртне кĕрсе курчĕç.Василий Паскье кунта патефонпа выляттарса пластинка çине çыртарнă француз юррине итлесе киленчĕ.
 И.ЛЬВОВ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика