09:01 28 июня 2014 г.
Республика кунĕн уявĕ çулсерен вăйлăрах та чаплăрах иртет.Уяв программи кашнинчех çĕнĕлĕхпе, хăйевĕрлĕхпе палăрса тăни ăна интереслĕрех те пуянрах тăвать, нумайлăха асра хăварать.Акă, кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта уяв программипе Раççей халăхĕсен йăли-йĕркине кăтартса паракан "Фолкстейшен-Чебоксары" фестиваль-конкурс уçăлчĕ. Кунта 8 регионтан 13 фольклор коллективĕ килсе çитрĕ.Хамăр республикăран асăннă фестиваль-конкурса 3 коллектив хутшăнчĕ, пурте пĕлекен "Уяв" ансамбль (ăна З.Козлова ертсе пырать), çавăн пекех чаплă "Эткер" ушкăн (Куславкка районĕнчен) тата Сĕнтĕрвăрри районĕн Çичĕпỹртри Культура çурчĕн "Кунер" коллективĕ.Çакна палăртмалла, çỹлерех асăннă чаплă коллективсемпе танлаштарсан вăл çамрăк-ха."Кунер" конкурсра вырăнти йăла-йĕркепе усă курса хатĕрленĕ çĕнĕ пỹрт ĕçкине кăтартса пачĕ.Фестивалĕн малтанхи кунĕнче "Кунер" фольклор коллективĕ Наци библиотеки умĕнчи лапамра куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.Унпа пĕрле кунта Архангельск облаçĕнчен килнĕ "Новиця" фольклор-этнографи театрĕн коллективĕ пулчĕ.Номерсене кăтартнă хыççăн пурте пĕрле вăйă картине тăрса чăваш тата вырăс такмакĕсене юрларĕç.Пĕрремĕш кун Хĕрлĕ лапамри тĕп сцена çинчи концертпа вĕçленчĕĕ Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара "Кунер" уява Санкт-Петербургри "Горница" тата "Айс" ансамбльсемпе пĕрле "Лакрей вăрманĕ" культура тата кану паркĕнче малалла тăсрĕ.Фестивале хутшăннă фольклор коллективĕсем юлашкинчен каллех уявăн тĕп сцени çинче пухăнчĕç.Çапла вара Санкт-Петербургран килнĕ "Посолонь" вокал ансамблĕ, Архангельск облаçĕнчи "Новиця" фольклор-этнографи театрĕ тата Куславкка районĕнчи "Эткер" фольклор ансамблĕ, "Кунер" халăх фольклор ушкăнĕ Шупашкарăн икĕ сцени çинче хăйсен пултарулăхне кăтартса республика халăхне тата хăнасене чăн савăнăç кỹчĕçĕ Çакна палăртма кăмăллă, Раççей фестиваль -конкурсĕн итогĕсем тăрăх "Кунер" фольклор коллективĕ III степень Диплома тивĕçрĕ.Çавăн пекех ăна халăх пултарулăхĕн XXII-мĕш Пĕтĕм Раççей фестивальне активлă хутшăннăшăн тата пысăк ăсталăхшăн тепĕр Диплом парса та чысларĕç.Паллах, коллективăн ỹсĕмĕнче Алексей Юнусовăн тỹпи те пĕчĕк мар.Вăл "Кунер" коллективăн активлă членĕ, района тата республикăна тухса ирттерекен концертсене яланах хастар хутшăнатьĕ
А.НИКОЛАЕВА,
Шĕнерпуçĕнчи Культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн илемлĕх ертỹçи.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики