10:45 25 января 2014 г.
Иртнĕ кĕçнерникун Хуракасси вăтам шкулĕнче массăллă оборонăпа спорт ĕçĕн уйăхлăхĕн йĕркипе пирĕн паттăр ентешсене – салтак тивĕçĕсене пурнăçласа Афганистанри тата Чечен Республикинчи çапăçусенче пуç хунă Николай Куракова тата Александр Овчинникова асăнса ăмăртусем иртнĕ.
Хуракасси вăтам шкулне пĕтернĕ паттăрсене (Н .Кураков Паттăрлăх орденне, А. Овчинников Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ) халалланă Асăну митингне вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Николаева уçрĕ. Мероприятие çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене туса пыракан С. Назаров, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С. Арсентьева, Шупашкарта Олимп çулăмне йăтма тивĕçнĕ А. Никаноров, Афганистан ветеранĕсен Союзĕн представителĕсем Н Харитонов, П. Тютин тата Ю. Григорьев, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă В. Урбанов тата А. Овчинниковпа Н. Кураков паттăрсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем, службăри юлташĕсем, ял çыннисем, районти шкулсен вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем хутшăннă. Митингра сăмах калакансем пурте А. Овчинниковпа Н. Кураковăн ашшĕ-амăшĕсене Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсене çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Хăнасем çавăнпа пĕрлех паянхи çамрăк ăрăва та Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçи пулассишĕн пĕчĕкренех çирĕп кăмăллă, тÿсĕмлĕ пулса ÿсме чĕнсе каланă.
Çав кун шкул ачисемпе пĕрле аслă ăрурисем те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Вĕсем çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса çĕршывăн патриочĕсене ÿстерес ĕçе пысăк витĕм кÿреççĕ. Ăмăрту питĕ хĕрÿ те илĕртÿллĕ иртнĕ.Уйăхлăх малалла пырать.
ПИРĔН КОРР.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики