10:43 25 января 2014 г.
Кукашни ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Аксарин ялĕнче пурăнакан Елена Максимовна Пугачева пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн эпĕ. Малтанах «Аксаринский» сов-хозра бухгалтерта ĕçленĕскер, каярах тĕп бухгалтерта вăй хунă Елена Максимовна. Вăл яланах çынпа кăмăллă, тараватлă. Совхозсем саланнă хыççăн райпо системинче сутуçă пулса нумай çул тăрăшнă çак ĕçчен хĕрарăм.
Паян та вăл питĕ активлă - ял хутлăхĕнчи Культура çуртĕнче ывăннине пĕлмесĕр вăй хурать. Çамрăксемпе те, ватăсемпе те яланах пĕр чĕлхе тупать Е.Пугачева. Культура çуртĕнче ĕçлекенсем аякри Нишер, Щамал, Туçи ялĕсенче пурăнакансене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ - уявсем ирттерсе савăнтараççĕ. Елена Максимовна ертсе пынипе Культура вучахĕн ĕçĕ-хĕлĕ паян та сÿнмен. Çакăнти пултарулăх коллективĕсем хапăл тусах кĕтсе илеççĕ хăнасене, хăйсен ташши-юррисемпе савăнтараççĕ.
Нумаях пулмасть Елена Максимовна хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем, кÿршисем – пурте юбилей ячĕпе саламларĕç ăна. Вăл ял-йышра пысăк хисепре.
Н.КОЗЫРЕВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики