Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕп ыйту – сывă пурнăç йĕрки

10:39 25 января 2014 г.

 

Иртнĕ юнкун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явас тĕллевпе «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Григорьев, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Д.Щепелев, асăннă партин вырăнти уйрăмĕн районти политсовет членĕсем, районти предприятисен, организацисен, учрежденисен ертÿçисем, çавăн пекех район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Сывлăх – пирĕн чи хаклă пуянлăх. Ăна сутăн илес çук, çавăнпа кашни харпăр хăй сывлăх çирĕплĕхĕшĕн яваплă. Кунта усал хăнăхусемпе япăх тыткаларăшсем вырăнлă мар. Кулленхи пурнăç - пирĕн сывлăх никĕсĕ. Пуринпе те кăмăллă пурăнсан, кунсерен усăллă ĕçлесен, çынна усал тумасан, эпир, чăнах та, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнатпăр тесе калама пулать. Анчах çакна пурте ăнланаççĕ-и-ха. Мĕн вăл сывă пурнăç йĕрки. Çак ыйтупа уçрĕ канашлăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвком председателĕ Е.Лысова. Паллах, чи малта – тĕрĕс апатлану. Çакна Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ Р.Почемов хăй ертсе пыракан коллектив ĕçĕ халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтернипе çирĕплетрĕ. Калаçăвĕ вĕçĕнче вара çакна палăртрĕ, «Çыннăн сывă пурнăç йĕркийĕ усал хăнăхусенчен уйрăлни çинче анчах тĕпленсе тăмасть. Кунта çыннăн шухăш-кăмăлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ». Ыйту ăнланăвне 28-мĕш номерлĕ професси училищин директорĕ П.Михайлов та анлă уçса пачĕ. Вĕренÿ заведенийĕнче çак ĕçе питĕ тимлеççĕ, асăрхаса тăраççĕ. Ачасемпе çеç мар, ашшĕ-амăшĕсемпе те активлă профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ иккен кунта. Калаçăва çавăн пекех социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Н.Тарасова, район администрацийĕн пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан М.Веденеева, 1-мĕш номерлĕ Гимнази директорĕ Н.Давыдова, район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Назаров, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев, районти ветеринари службин ертÿçийĕ В.Уланкова, политсовет членĕ К.Федорова тата ыттисем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех пухăннисене сывă пурнăç йĕркине тытса тăрассипе усăллă сĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Акă, Н.Давыдова,

« Хулара ятарлă баннерсем вырнаçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ», - тесе палăртрĕ. Унсăр пуçне, вăл обществăлла вырăнсенче пирус туртма юраманнине кăтартакан паллăсен шучĕ сахаллине палăртрĕ.

Юлашкинчен В.Григорьев тата Д.Щепелев канашлу пĕтĕмлетĕвне турĕç. Вĕсем сывă пурнăç йĕркипе çыхăнса тăракан пур сĕнÿсене пĕтĕмлетрĕç, çак енпе активлă ĕçе пуçăнмаллине палăртрĕç.

О.ДАНЬКОВА. 

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика