Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » М. Игнатьев Канаш ларăвне хутшăннă

08:40 07 декабря 2013 г.

 

Иртнĕ ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн XXII ларăвне хутшăннă. 2013-2014 çулсенчи тапхăрта вăл унăн членĕ шутланать.

Ларура Раççейпе Евроканаш хушшинчи çыхăнусене, вĕсен малашнехи аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров Раççей регионĕсем тата Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви информаци уçлăхĕнче пĕрле ĕçлесси лайăхланнине палăртнă, федераци субъекчĕсене инновацие мала кăларса чикĕ леш енчи çыхăнусене çине тăрсах аталантарма сĕннĕ.

РФ регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев доклад тунă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх – Балти тинĕсĕ хĕрринчи тата Çурçĕрти çĕршывсем çыхăну тытмалли программăсемпе килĕшÿллĕн Раççейре пысăк пĕлтерĕшлĕ 25 инвестици проектне пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн тата Евроканаш çĕршывĕсен бюджечĕсенчен 429 млн. евро уйăраççĕ. Апла пулин те инвестици ĕçĕ-хĕлне çĕнетсе улăштармалла. Акă, 2012 çулта Раççее ют çĕршывсенчен тÿрремĕнех 18,7 млрд. инвестици явăçтарнă – çакă тĕнчери пĕтĕмĕшле шайăн 2,1 : çеç.

Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче çавăн пекех Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан ентешĕмĕрсен ыйтăвĕсемпе тата Пĕтĕм тĕнчери гуманитари çыхăнăвĕ енĕпе ĕçлекен агентство ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Тĕрлĕ енĕпе, уйрăммăн илсен, республикăра çуралса ÿснĕ, халĕ чикĕ леш енче пурăнакан çынсене Чăваш Енре инвестици ĕç-хĕлне явăçтарас тĕлĕшпе çыхăну тытассине сÿтсе явнă.

ЧĂВАШ РЕСПУБ-ЛИКИН ПУÇЛĂХĔН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ПРЕСС-СЛУЖБИ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика