08:08 30 ноября 2013 г.
Предпринимательсене пулăшас енĕпе тата районта предпринимательство пĕрлĕхне йĕркелес ыйтупа тивĕçлĕ агентство представителĕсемпе тĕлпулу иртнĕ. «Çавра сĕтел» ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене туса пыракан – экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ С. Назаров, «АП МБ» АНОн ĕç тăвакан директорĕн çумĕ А. Маслов, финанс аналитикĕ О. Шиверова, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н. Киселева тата ыттисем те хутшăннă. Унта республикăри вак предпринимательсене пулăшас енĕпе нумай ыйту пăхса тухнă,«Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин предпринимательсене патшалăх енчен пулăшмалли майĕсем çинчен каласа панă.
Предпринимательсене пулăшас енĕпе ĕçлекен ятарлă Агентствăн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕ нумаях пулмасть – 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Çакăн çинчен эпир «Пирĕн сăмах» хаçата вулакансене финанс аналитикĕ О. Шиверова панă интервьюра та пĕлтернĕччĕ. Уйрăмăн çав кĕске тапхăрти ĕç итогĕсем тăрăх районти предпринимательсем Агентство пулăшăвĕпе анлă усă курни паллă. Тĕслĕхрен, хулари предпринимательсене уйрăмах вăрăм сроклă заемсем интереслентернĕ.
О. ФИЛАТОВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики