Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕрхи пăр ултавлă

08:08 30 ноября 2013 г.

 

Сĕнтĕрвăрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 8 класра вĕренекенсем Раççей МЧСĕн Чăваш Республикин ГИМС центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи инспектор участокĕн аслă инспекторĕпе С. Николаевпа тĕл пулнă.

Станислав Анатольевич вĕренекенсене ОБЖ урокĕнче шыв тăракан вырăнсенче, юханшыв хĕррисенче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен каласа панă, пăр çинче уйрăмах асăрхануллă пулма кирли çинчен аса илтернĕ. Вăл вакка кайнă çынна пулăшу мĕнле памаллине кăтартса панă. Ачасем халĕ шыва путнă çынна малтанхи пулăшу памалли тата ытти мелсене те лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Уйрăмах пăр ларнă вăхăтра асăрханусăр пулни пурнăçшăн хăрушă. Кун пек чухне чи ансат правилăсене те шута хумасăр тăма юрамасть.

С. ЕГОРОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика