Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Депутатсен ларăвĕ

08:05 30 ноября 2013 г.

Район администрацийĕн конференц-залĕнче V суйлаври депутатсен районти Пухăвĕн вунтăваттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Григорьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Ларăва депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ – район пуçлăхĕ В. Морозов ертсе пынă.

Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. Данилова депутатсен Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен тата Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă çул-йĕр фондне туса хурасси çинчен ыйту тăратнă. Çавăн пекех ларура депутатсем налук ыйтăвĕсене те пăхса тухнă.

Раççей Федерацийĕн Бюджет Кодексĕн 179,4 статйипе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕн Уставне тата ытти тивĕçлĕ документсене шута илсе, депутатсен районти Пухăвĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă çул-йĕр фондне йĕркелеме йышăннă.

Çавăн пекех ăна тытса пырас тата уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курас йĕркене çирĕплетнĕ.

ПИРĔН КОРР.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика