Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулакансен йышĕ ÿссен аванччĕ

11:55 23 ноября 2013 г.

 

Шуршăлти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче Людмила Александровна Амасева ĕçлет. Икĕ çул ытла тытса пырать вăл çак тилхепене. Ăна виçĕ почтальон пулăшать. Сăмахран, Г.Ромашкина Шуршăл тата Анаткас ялĕсене хаçат-журналпа, çырусемпе тата бандерольсемпе, пенси укçипе тивĕçтерсе тăрать. А.Кудряшова вара, Шуршăлти нумай хваттерлĕ çуртсемсĕр пуçне, Лапри Чăрăшкасси, Кĕтĕквар ялĕсенче пурăнакансемшĕн яваплă. Уплерпе Кайри Шĕнерпуç ялĕсене Л.Игнатьева почтальон çумне çирĕплетнĕ.

Почта уйрăмĕ халĕ хăйĕн тÿрĕ тивĕçĕсене çеç пурнăçламасть. Кунта тĕрлĕ тавар та сутаççĕ, тĕрлĕ йышши пулăшусем те (услугăсем) параççĕ. Сăмахран, тивĕçлĕ канăва тухнисем пенси укçи илме килеççĕ, Кунтах электричествăпа тата газпа усă курнăшăн тÿлеме пулать. ГИБДД тата патшалăхăн ытти яваплă органĕсем хунă штрафсене, тĕрлĕ йышши налуксене саплаштарма май пур. МТС, Билайн тата Мегафон операторсемпе усă куракансем карас телефонĕсен балансĕсем çине укçа хума пултараççĕ.

Почта уйрăмĕнчен халăх иртен пуçласа каçченех татăлмасть. Интернета та тухма пулать кунтан. Çак тĕлĕшпе икĕ компьютер вырнаçтарнă. Анчах юлашки вăхăтра, Л. Амасева пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал пулăшупа усă куракансен йышĕ чылаях чакнă, халĕ нумайăшĕ Интернета килтенех тухма пултарать.

Паллах, пире, çак уйрăма пынă хаçатçăсене, çитес çурçуллăхшăн çырăнтару компанийĕ епле пыни интереслентерчĕ. Шел те, шуршăлсем хаçат-журнал вулас енĕпе районта малтисен шутĕнче пулни сисĕнмест. Кунта район хаçатне çеç мар (паянхи кун мĕнпурĕ 76 экземпляр, вăл шутра 21 комплект, килсе тăрать), республика хаçачĕсене те сахалтарах çырăнаççĕ. Малтисен шутĕнче, тĕлĕнмелли çук, йÿнĕрех хаçатсем. Сăмахран, «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Хресчен сасси. Кил». «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсен шучĕ вара ăмсанмалла мар.

Тÿрех калар, кунта ĕçлекен почтальонсен хаçат-журнал çырăнтармалли майĕ питĕ пысăк. Ара, Шуршăл тăрăхĕнче чылай халăх пурăнать-çке. Интеллигенци те сахал мар. Çапла вара çанă тавăрса ĕçлени çеç кирлĕ. Паянхи кун почтальонсем район хыпарçине, унчченхи çурçуллăхпа танлаштарсан, малтанхи шайăн çуррине яхăн кăна çырăнтарнă-ха. Вĕсем çырăнтару тапхăрĕпе тулăхлăн усă курасса, умма лартнă тĕллеве пурнăçласса питĕ шанас килет.

И. ЛЬВОВ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика