11:55 23 ноября 2013 г.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И. Устенко ертсе пынă информушкăн малтан 11-мĕш номерлĕ професси училищине çитсе преподавательсене тата студентсене информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн экономикăпа тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С. Назаров тата училище директорĕ Н. Николаев хушса каланисем те вырăнлă пулчĕç. Кĕрхи тата хĕллехи вăхăтсенче шыв çинчи хăрушлăхран сыхланас мерăсем çинчен туллинрех ăнлантарма тăрăшрĕ И.Устенко. Çамрăксене пĕлтĕрхи инкексен тĕслĕхĕсене аса илтерсе, шыв çинче тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма ыйтрĕ. Информкун йĕркинчи ытти ыйтусене те вăл, малтанхи çулсенчи цифрăсемпе танлаштарса, пухăннисем патне çитерчĕ. С. Назаров училище тĕрлĕ алĕç ăстисене вĕрентсе хатĕрленнине палăртса, студентсене сувенирсем тăвас ĕçĕн малашлăхĕ пуррине пĕлтерчĕ. Анлă калаçу студентсемшĕн интереслĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине вĕренÿ заведенийĕн директорĕ те палăртрĕ.
Информкун çакăнпах вĕçленмерĕ. Информаторсем Урхас Кушкă ялĕнчи Культура керменне те çитсе курчĕç. Кунта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Григорьев тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ О. Тимофеева та калаçăва хутшăнчĕç. Залра пухăннисем тĕрлĕ ыйтусем (çĕр пайĕсем, çул юсавĕ пирки) пачĕç. Çитнĕ хăнасем вĕсене тулли хуравсемпе тивĕçтерме тăрăшрĕç.
О. ДАНЬКОВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики