15:42 16 ноября 2013 г.
Çитес çулта Республика Кунĕпе çыхăннă массăллă мероприятисем Шупашкар хулинче тата Комсомольски районĕнче иртесси пирки эпир район хаçатне вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Унта вăл Комсомольски ялĕнче 145 вырăнлăх çĕнĕ ача садне уçма хутшăннă. Ăна «2011-2020 çулсенче Чăваш Республикинче шкулчченхи вĕрентĕве аталантарасси» программăна пурнăçласа тунă. Объект строительствине бюджетран 86 млн. тенке яхăн хывнă, ăна хута яни Комсомольски районĕнче черетре тăнă, 3 çул тултарнă мĕнпур ачана садик вырăнĕпе тивĕçтерме май панă.
Каçалсене çак ятпа саламланă май Михаил Игнатьев ку кăçал Чăваш Енре хута янă пиллĕкмĕш ача сачĕ пулнине палăртнă. Çулталăк вĕçлениччен республикăра çакнашкал тата 6 ача сачĕ хута каймалла. Çитес çулсенче вĕсен строительствине малалла тăсĕç. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çуртра ачасене воспитани памашкăн лайăх условисем пуласси пирки иккĕленменни çинчен каланă.
ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе Комсомольскинчи ача сачĕн строительстви тата ăна хута ярас енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн «Стройсервис» АХО гендиректорне Фанис Рахимзянова тата «Арка» ООО тĕп инженерне Рустям Шарафутдинова тав тунă.
Районта пурăнакансене социаллă объект уçăлнă ятпа çавăн пекех республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов саламланă.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики