16:13 12 ноября 2013 г.
2013-мĕш çулăн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри районĕнче вак-тĕвек тата вăтам предпринимательство ĕçĕн 548 субъектне шута илнĕ, 125 пĕчĕк предприяти тата 423 уйрăм предприниматель шутланать. Шел те, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, вĕсен хисепĕ 14,9: чакнă.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк предприятисенче 1627 çын ĕçленĕ Çав предприятисенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 10137,52 тенкĕ (иртнĕ çулхи шайран шутласан 133,62:) пулнă.
Пирĕн районти вак-тĕвек предпринимательство ĕçне илес пулсан, ваккăн тавар сутакансем тата обществăлла апатлану тытăмĕнче ĕçлекенсем ытларах шутланаççĕ. Çав сферăсен предприятийĕсем районта 27,5:, ытти йышши предприятисем (çав шутра тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсен сфери те) – 24,1:, ялхуçалăх енĕпе – 22,6:, строительство енĕпе15,8: тата промышленность енĕпе 10,0: шутланаççĕ.
2013 çулта хăйсен ĕçне йĕркелесе яма ятарлă программăпа 4 çын 235,2 пин тенкĕ субсиди илнĕ.
9 уйăхра ялхуçалăх енĕпе хăйсен ĕçне аталантаракансене пулăшма патшалăх 15,428 млн. тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне (пĕчĕк хуласене пулăшмалли программăпа) предпринимательство ĕçне аталантарма патшалăх 4,381 млн. тенкĕ, çав шутра Федераци бюджетĕнчен – 3,3 млн. тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 0,825 млн. тенкĕ, вырăнти бюджетран 0,256 млн. тенкĕ уйăрнă.
Чăваш Республикинче предпринимательство ĕçне 2010-2020 çулсенче аталантармалли программа йĕркипе 2013 çулта патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă,
- çăмăллăхлă майпа 15,99 млн. тенкĕлĕх 16 займ панă;
- хăйсен ĕçне пуçарса
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики